Çитес çул та пулĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.12.2019, 09:08 Просмотров: 306

Раççей Президенчĕн Атăл тăрăхĕнчи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров пуçарнипе «Театраллă Атăлçи» фестиваль анлăн иртрĕ.

Сцена тупăшăвне пĕтĕмпе 483 коллектив тата 7 пин çамрăк актер хутшăннă. Вĕсен спектаклĕсене 150 пин ытла çын пăхнă, унсăр пуçне тата 36 пинĕн – интернет урлă.

Палăртма кăмăллă, «Студентсен чи лайăх спектаклĕ» номинацире Чăваш енри творчество студийĕ мала тухнă.

Пĕтĕмлетÿллĕ мероприяти çак эрнере Чулхулара иртнĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене полпредăн заместителĕ Олег Машковец чысланă. Театр çулталăкĕнче старт илнĕ фестиваль çитес çул та малалла тăсăлĕ. Ун символĕ Удмурт Республикине куçнă. «Театраллă Атăлçи» 2020 çулта шăпах ку регионта иртĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика