Професси уявне Вăрнарти «Энергостроймонтаж» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем кăçал та ырă туйăмсемпе кĕтсе илеççĕ.
Паян вĕсем производство кăтартăвĕпе кăна мар, ыркăмăллăх, поселок аталанăвне хывакан пысăк ĕçĕсемпе те мухтанма пултараççĕ.
Общество директорĕ Рифкат Киметов çулсеренех Çĕнĕ çул умĕн Вăрнар урамĕсене уявла ялкăштарасшăн. Вăл ертсе пыракан предприяти ĕçченĕсем ку ĕçе кăçал та тÿпе хыврĕç. Чылай урамра, учрежденисен территорийĕсенче гирляндăсем çакрĕç. Вĕсен ырă тĕслĕхĕ – ытти коллективсене те поселока хитрелетес ĕçе хутшăнма чĕнниех.
«Энергостроймонтаж» коллективĕнче 27 çын кунне-çĕрне пĕлмесĕр çынсене, предприятисене энергипе пĕр кăлтăксăр тата шанчăклăн тивĕçтерес тесе тăрăшать. Вĕсен тимлĕхĕнче 60-а яхăн трансформатор подстанцийĕсем тата 140 километр электропередача линийĕсем.
2019 çулта коллектив тĕп фондра 6 млн ытла тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçланă, тĕп капитала 3 млн ытларах тенкĕлĕх инвестицисем хывнă.
Кăçал вăл пилĕк çуллăха йышăннă производствăпа инвестици программине пысăк кăтартупа вĕçлерĕ.
Энергетика вăй-хăвачĕ çулсерен пысăкланса пырать, çĕнĕрен те çĕнĕ технологисем вăй илеççĕ. Çакă энергипе усă курассин калăпăшне ÿстерет кăна мар, энергетиксен ĕçне те хушать. Çавна май «Энергостроймонтаж» ĕçченĕсем çĕнĕлĕхсене анлă çул парса малалла ăнтăлаççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |