Хирпуç ял тăрăхĕнче аслă ăрури ĕç çыннисене хисеплесе çуралнă кунпа саламласси ырă йăлара.
Раштавăн 15-мĕшĕнче, акă, Уравăшри Варвара Порфирьевна Гаврилова 98 çул тултарчĕ. Варвара Порфирьевнăна, Етĕрне районĕнче çуралса ÿснĕскере, медицина училищинчен вĕренсе тухсан малтан Вăрнар район больницине, каярахпа Уравăш ялĕнчи сыватмăша акушеркăна ĕçлеме янă. Миçе ачана çут тĕнчене килме пулăшман пулĕ вăл хăйĕн ĕç çулĕсенче?
Çамрăк хĕр пирĕн тăрăхрах Турă çырнине тĕл пулнă, кунтах тĕпленнĕ. Ялти яш каччăпа çемье çавăрса 3 ача çитĕнтернĕ. Асли, Людмила – врач-терапевт, Альбина – вĕрентекен, ывăлĕ Виталий – механизатор. Халĕ вĕсем те пенсионерсем ĕнтĕ.
Вероника мăнукĕ асламăшне юратса пăхса пурăнать, кĕçĕн мăнукне Настенькăна Варвара Порфирьевна хăй ÿстерме пулăшать.
Сумлă ватăна çуралнă кунпа саламлама ачисем, мăнукĕсем йышлăн пуçтарăннă. Савăнăçлă уявпа ялти чи аслă çынна Хирпуç ял тăрăхĕн депутачĕ Елена Голубцова та парнепе чысланă, ăшă та çепĕç сăмахсемпе чунне ăшăтнă.
Хамăр инф.
Ноябрь 2024 |