Çĕнтерÿ сăнĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.12.2019, 09:11 Просмотров: 315

Çитес çул совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитет.

Юбилейлă пысăк дата Раççейри кашни çемьене мăнаçланма хистет. Мĕншĕн тесен хаяр вăрçă çулĕсем вĕсене кашнине пырса тивнĕ.

Раççейри çарпа историн тĕп музейĕн – Мускаври Çĕнтерÿ музейĕн – никĕсĕ çинче «Çĕнтерÿ сăнĕсем» ятпа пĕтĕм халăхсен историлле депозитарине йĕркеленĕ. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Çĕнтерĕве тÿпе хывнă миллионшар çыннăн сăнÿкерчĕкĕсемпе уйрăм историсем пĕрлешнĕ. Вĕсене пурне те цифровизациленĕ.

Пирĕн районта кашни çемьерех фронтра çапăçнă е тылра ĕçленĕ тăванĕсем пур. Вĕсен ячĕсемпе сăнĕсем – паянхи тата пулас ăрусемшĕн чăннипех те пысăк мăнаçлăх. Çавăнпа та кашниех хăйсен çывăх çыннисене, вăрçă вăхăтĕнче вăл ăçта çапăçнипе е ĕçленипе çыхăннă информацие çак депозитарие кĕртме пултарать. Çакăн валли сăнÿкерчĕке çÿлерех асăннă музея тăратмалла.

Çĕнтерÿ музейĕнче «халăх экспозицийĕ» те пур. «Çĕнтерÿ сăнĕсем» проекта хутшăнакансем унта хăйсен тăванĕн – вăрçă паттăрĕн портретне курма пултарĕç.

Тĕплĕнрех – проектăн официаллă сайтĕнче: https://historydepositarium.ru

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика