Ыйтусем нумай

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.12.2019, 09:12 Просмотров: 841

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн кăçалхи пресс-конференцийĕ – 15-мĕш. Унта çĕршыври тата чикĕ леш енчи 1900 яхăн журналист хутшăннă. 4 сехет те 20 минута яхăн тăсăлнă тĕлпулура 57 çын ыйту парса ĕлкĕрнĕ.

Анлă пресс-конференци вăхăтĕнче Владимир Путин халăха пăлхантаракан чылай ыйту вĕçне «пăнчă» лартнă. Тĕслĕхрен, пенси. «Раççейре ку енĕпе урăх нимĕнле реформа та ирттерме хатĕрленмеççĕ, Правительствăра та, администрацире те ку ыйăтва сÿтсе явмаççĕ», – çирĕплетнĕ Президент. Çавăн пекех пенсие тухмалли вăхăт та урăх ÿсмест. Ленин та çĕршывăн тĕп хулинчи Хĕрлĕ тÿремри мавзолейрех выртĕ. «Ăна тĕкĕнме юрамасть. Пирĕн хушăра шăпине, совет саманинчи çитĕнÿсене унпа çыхăнтаракан çын питĕ нумай», – тенĕ Владимир Путин.

Владимир Путин юлашкинчен наци ыйтăвĕсене те хускатнă, халăхсен хутшăнăвĕсене çирĕплетессине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă. Çак ĕç-хĕле тĕрĕс мар йĕркелени мĕн патне çитерессине кăтартаканни – иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи лару-тăру. «Ун чухне, тĕрĕссипе, граждан вăрçи пынă. Çакнашкал инкек тепĕр хут сиксе ан тухтăр тесен хамăртан мĕн килнине йăлт тумалла. Кашни çын Раççей унăн тăван килĕ пулнине туйса тăтăр», – тенĕ Президент.

Паллах, вун-вун ыйту хурав кĕтсе илеймен. Пĕртен-пĕр шанăç – вĕсене Президент патне çыру урлă çитересси.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика