Этем кун-çулне 100 çулпа виçеççĕ. Шел пулин те, ĕмĕр тикĕс килмест. Тепĕр чухне чир-чĕр çулăхсан унран хăтăлма питĕ кăткăс. Кăр-лач уйăхĕн 4-мĕшĕнче хурлăхлă хыпар çитрĕ. Йывăр чирленĕ хыççăн шăллăм – Шупашкарта пурăннă Анатолий Григорьевич ТИКИНЕВ – 64 çула кайса пурнăçран уйрăлса кайрĕ.
Аттепе анне тăватă ывăл çуратса ÿстерчĕç. Пире, ачисене, вăрăм кун-çул пиллерĕç. Анчах та инкек-синкеке чатăр карса чарма çук. Икĕ шăллăмăн ĕмĕрĕ ытла та кĕске пулчĕ. Вова хĕрĕх çула та çитеймерĕ, йывăр аманса суранланнă хыççăн çирĕм çул каяллах ĕмĕрлĕхе куçĕсене хупрĕ. Толя та элчелтен хăтăлаймарĕ, тивĕçлĕ канăва тухсан мăшăрĕпе, ачисемпе, мăнукĕсемпе нумай та савăнса пурăнаймарĕ, чире пула унăн чĕри вăхăтсăр тапма чарăнчĕ. Манăн чун халĕ те вĕçĕмсĕр йĕрет, ăш-вар пăчăртанать.
Толя шăллăм кăмăллă, тараватлă, ĕçчен çынччĕ. Вăл Хапăсри вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Тольяттири тинĕс училищинчен вĕренсе тухнă, «моторист-рулевой» специальноçе алла илнĕ. Салтак ячĕ тухсан Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе чыслăн пурнăçланă.
Толя ĕмĕр тăршшĕпех «Шупашкарти юханшыв порчĕ» акционерсен уçă обществинче вăй хунă, Атăл тăрăх теплоходпа пассажирсене те, груз та турттарнă. Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăран Хисеп грамотине пĕрре мар илме тивĕçнĕ, коллективра яланах ырă ятра пулнă.
– Çитĕннĕ пулсан та аттесĕр хамăра тăлăх туятпăр, – терĕç ывăлĕпе виçĕ хĕрĕ те кулянса.
Чĕре çурăлса тухать, анчах та тăванăма чĕртме çук. Толя шăллăм тăван ялти – Мăньял Хапăсри – масарта ĕмĕрлĕх канлĕх тупрĕ.
Анатолий Тикинева юлашки çула ăсатма пулăшнăшăн, йывăр хуйха пĕрле пайланăшăн унăн мăшăрĕн, ачисен, мăнукĕсен тата Витя шăллăмăн ячĕпе тăвансене, ял-йыша, пускилсене чун-чĕререн тав тăватăп, вăрăм ĕмĕр сунатăп.
Николай ТИКИНЕВ.
Мăньял Хапăс.
Ноябрь 2024 |