Ырă ĕç кирек мĕнле çыннăн чĕрине те йăпатать
Екатеринбургра пурăнакан Наталияпа Леонид Еланцевсем, акă, виççĕмĕш çул Услапа Нурăс, Хăмăш , Кивьял Нурăс ачисене савăнтараççĕ.
Ку тăрăха ăнсăртран килсе çÿремеççĕ вĕсем, Услапа Нурăсра вĕсен кукамăшĕ Анастасия Ивановна Козлова çуралса ÿснĕ, ял-йышра ырăпа палăрнă. Халĕ вăл Çĕпĕрте пурăнать.
Еланцевсем «Броневик» хуçалăхра тимлекенсен ачисем валли чăн-чăн уяв йĕркелерĕç. Хĕл Мучипе Юрпике тумĕсене тăхăнса вĕсене парнесемпе савăнтарчĕç.
Валерия Анисимова,
Калининăри вăтам шкулта вĕренекен.
Ноябрь 2024 |