Стипендиатсен йышĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.01.2020, 09:22 Просмотров: 1214

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев творчествăри ăнтăлушăн пĕр пин çамрăка ятарлă стипендисем уйăрасси çинчен калакан хушăва алă пуснă.

Ăна тивĕçекенсем – вĕренÿре, тĕпчев, наука ĕçĕнче, творчествăра, производствăра, ертсе пырас ĕçре, спортра, обществăлла ĕç-хĕлре тата бизнес-проектированире пысăк кăтартусемпе палăракан 14–30 çулсенчи çамрăксем. Уйăхсерен тивĕçекен стипенди виçи – 1830 тенкĕ.

Вăрнарсем те ку йыша кĕнĕ. Кăçалхи стипендиатсем – полицин районсем хушшинчи «Вурнарский» пайĕн экономика хăрушсăрлăхĕ енĕпе тата коррупцие хирĕç ĕçлекен уйрăмĕн оперуполномоченнăйĕ Петр Квасов, полицин Элĕк районĕпе тимлекен оперативлă дежурнăй помощникĕ Сергей Прокопьев, Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Никита Маслов, Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Ярослав Митрофанов.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика