Пирĕн икĕ Мĕлĕш тата Çавалкас Хирпуç ялĕсенче пурăнакан халăха чир-чĕртен асăрхаса, сыватса тăракан Алина Петровăна ял çыннисем яланах ырăпа асăнаççĕ, чĕререн тав тăваççĕ.
Вăл Канашри медицина училищине пĕтерсен пирĕн ялта ĕçлеме пуçларĕ. 25 çул хăйĕн çăмăл мар ĕçĕнче кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшать. Канмалли кунсене, отпусксене пăхмасăр чирлисем патне васкать. Районти врачсем çырса панă уколсене вăхăтра тăвать, килсерен çÿреме ÿркенмест. Участковăй врач килессине пĕлтерÿ çапса çеç мар, ватăсем патне кил тăрăх çÿресе те калать. Грипп чирĕнчен прививкăсене киле пырса тăвать.
Мăшăрĕпе иккĕшĕ 3 ача çуратнă. Асли Мускавра ĕçлет. Вăталăххи вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ, халĕ Тăван çĕршывăн тĕп хулинче вĕренет. Кĕçĕнни 7-мĕш класа çÿрет.
Алинăпа мăшăрĕ ватăлса çитнĕ тăванĕсене çав тери хисеплесе, ăшă кăмăлпа пăхса пурăнчĕç. Халĕ ялта пурăнакан 87 çулти тăванне хăйсен ашшĕ-амăшне пăхнă пек тăрăшса пăхаççĕ.
Ялти ватă çынсен кун-çулĕ вăрăмланса пынинче Алина Николаевнăн тÿпи те пысăк. Фельдшерицăна пулăшса пыракан В.Филипповăна та ырăпа асăнса хăварас килет. Вăл тăрăшнипе пÿлĕмре те, медпункт таврашĕнче те тирпей-илем хуçаланать.
Ял çыннисем юратнă фельдшерицăна хăйĕн çăмăл мар ĕçне куллен пурнăçласа пыма пысăк вăй-хал, çирĕп сывлăх сунаççĕ. Чĕререн тав тăваççĕ.
Ял халăхĕ ыйтнипе – З.СТЕПАНОВА.
Ноябрь 2024 |