Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче «Библейские рассказы. Библи калавĕсем» кăларăм пичетленсе тухрĕ.
Вăл ачасем валли вырăсла тата чăвашла хатĕрленĕ пĕрремĕш Библи. Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ, Чăваш митрополийĕн пуçлăхĕ Варнава пиллĕхĕпе пичетленнĕ. Вырăсла Анна Твердовская хатĕрленĕ Библи сюжечĕсене тĕпе хунă, чăвашла вĕсене Ева Лисина куçарнă. Кăларăма Чăваш кĕнеке издательстви Раççейри Библи Обществипе, Шупашкар тата Чăваш епархийĕпе пĕрле хатĕрленĕ.
Кĕнекен тĕп тĕллевĕ – ашшĕ-амăшне христиан вĕрентĕвĕн пуçламăшне ывăл-хĕрĕн чĕринче хывса хăварма пулăшасси. Çак ĕç хавхалануллăрах пултăр тесе ăна ÿкерчĕксемпе пуянлатнă – чăваш ÿнерçисем калăпланă Чăваш митрополийĕн храмĕсенчи ÿкерчĕксене илсе панă. Вĕсем Евангелие çутатса паракан чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе паллаштараççĕ.
Кĕнеке икĕ пайран тăрать% малтан вулакансем Турă Авал Хунă Сăмахпа (Ветхий Завет), унтан Турă Çĕнĕрен Хунă Сăмахпа (Новый Завет) паллашĕç. Çавăн пекех кăларăма Аслă Турă кĕлли (Молитва Господня), Турă Амăшне тархасламалли кĕлĕ (Молитва Пресвятой Богородице) тата Тĕн символĕ (Символ веры) кĕртнĕ. Хушма материал Шупашкар тата Чăваш митрополийĕн храмĕсенче упранакан турăшсемпе паллаштарать.
Ольга ФЕДОРОВА,
Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.
Ноябрь 2024 |