Мĕн улшăнать? Çĕнĕлĕхсем вăя кĕреççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2020, 15:06 Просмотров: 1070

Кашни çулах Çĕнĕ çултан çĕнĕ саккунсем вăя кĕреççĕ. Раççейре пурăнакансемшĕн 2020 çулта мĕн улшăнать-ха; «Российская газета» хыпарĕсемпе усă курса вулакансене хăш-пĕр çĕнĕлĕхпе паллаштаратпăр.

Налука – маларах

Раççейре кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пĕрлехи налук тÿлевĕн майĕсем анлăланаççĕ. Ку – электронлă енчĕк аналогĕ, унта çын хăй ирĕкĕпе укçа хурать, çакăн хыççăн нухрат федераци казначействин ятарлă счечĕ çине куçать те налук тÿлеме каять. Çакнашкал инструмент тÿлевсемпе малтанах татăлма тата парăмсем йĕркеленессинчен хăтăлма пулăшать. Маларах унпа усă курса çĕршĕн, автотранспортшăн тата куçман пурлăхшăн налук тÿлеме май килнĕ, халĕ – тупăш çине хуракан налука та. Ытларах ку меслет ĕç паракансемшĕн меллĕ. Çапах хăшпĕр лару-тăрура кун пек тивĕç гражданинăн та сиксе тухать. Тĕслĕхрен, харпăрлăхра пулнă пурлăха саккунпа палăртнă вăхăт çитмесĕрех (тĕслĕхрен, хваттершĕн халĕ 3 çул) сутсан е пурлăха арендăна парса тупăш илсен. Ун пек чухне налук пысăк пулать, ăна тÿрех тÿлесси çăмăл мар. Çавăнпа тÿлев вăхăчĕ çитиччен çын пĕрлехи налук тÿлевĕ урлă аванс хывма пултарать.

 

Халĕ тÿлевлĕ

Кăрлач уйăхĕнчен Раççей банкĕ банксенчен Хăвăрт тÿлевсен системинчи укçа куçарăвĕсемшĕн тÿлев илме пуçланă: укçа виçине кура 5 пусран пуçласа 3 тенкĕ таран. Çавна пулах унта хутшăнакан банксенчен нумайăшĕ клиентсемшĕн комиссисем палăртма йышăннă. Çак системăна 2019 çул пуçламăшĕнче хута янă% карточкăпа укçа куçарса вăхăт ирттермелле те мар, укçа илекеннин телефон номерĕ çеç кирлĕ. Пĕрремĕш çулхине банксем комисси илмен, мĕншĕн тесен операторăн пулăшăвĕ тÿлевсĕр пулнă. Халĕ Раççей банкĕ пĕчĕк тарифсем çирĕплетнĕ, паллах, вăл банксем те клиентсемшĕн тарифсене пысăклатса ямасса шанать.

 

Заявлени пама çăмăлрах

Мăшăрланас тĕллевпе Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă электронлă заявлени паракансен халĕ сахалрах документ тăратмалла. Хальччен ун пек чухне заявлени çумне документсен (тĕслĕхрен, паспортăн) электронлă копийĕсене çирĕплетме тивнĕ. ЗАГСа кайнă чухне çав документсен оригиналĕсене илмелле пулнă. Халĕ ун пек тума тивмест. Электронлă заявлени панă чухне мăшăрланнине патшалăх регистрацийĕ тума кирлĕ кăтартусене çеç палăртмалла, кописем кирлĕ мар. Кăтартусене ведомствăсем хушшинчи çыхăнусемпе усă курса, патшалăхăн информаци системисен пулăшăвĕпе, тĕрĕслеççĕ. Документсен оригиналĕсем каччăпа хĕр ЗАГСа кайнă чухне çеç кирлĕ.

 

Субсидисен икĕ тĕсĕ

РФ агропромышленноç комплексне субсидисем памалли çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕ. Маларах çак субсидисене виçĕ направленипе панă: регионсенчи АПК аталанăвĕн программисен тĕллевлĕ кăтартăвĕсене пурнăçа кĕртме пулăшас тĕллевпе, «гектар тăрăх» паракан пулăшу тата кашни литр сĕтшĕн паракан субсиди. Малашне субсидисен çак тĕсĕсене компенсацилекеннисем тата хавхалантараканнисем çине пайлĕç. Малтан асăннă субсиди шутне ÿсентăран тата сĕт паракан выльăх-чĕрлĕх отраслĕсенчи çыхăнман пулăшăва кÿресси, ăратлă выльăх-чĕрлĕхе аталантарассине тата элита вăрлăх туса илессине пулăшасси, çавăн пекех ÿсентăранпа выльăх-чĕрлĕх отраслĕсен йăлана кĕнĕ тытăмĕсене аталантарасси, агрострахование хавхалантарасси кĕрет. Компенсацилекен субсиди виçине кашни регионăн çĕршыври кăтартусен пĕтĕмĕшле пĕлтерĕшĕнчи тÿпине кура йĕркелĕç. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 2020 çулта 34 миллиард тенкĕ уйăрĕç. Хавхалантаракан субсидие АПК аталанăвĕнчи хăйсемшĕн приоритетлă отрасльсене палăртнă регионсене парĕç. Вăл пĕрчĕллĕ тата çу агрокультурисен, уçă çĕрти пахчаçимĕçĕн, сĕт производствине, ашлăх çитĕнтерекен мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетессине, иçĕм çырли туса илессине аталантарассине пырса тивет. Унтах пĕчĕк хуçалăхсене аталантарасси кĕрет. Ку тĕллевпе федераци бюджетĕнчен кăçал 27 миллиард тенкĕ уйăрĕç.

 

Хваттере сутсан

Хваттер сутнă хыççăн 13 процентлă налук тÿлемелли йĕрке улшăннă. Çакăн пирки калакан саккун кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Халĕ харпăрлăхра 3 çул ытла пулнă хваттере сутсан тупăш çине хуракан налука (НДФЛ) тÿлемелле мар. Маларах вара НДФЛ тÿлес мар тесен хваттер сутмашкăн 5 çул иртессе кĕтме тивнĕ. 5 çул текен вăхăта 2016 çулта вăя кĕртнĕ. Унччен 3 çуллăх срок пулнă. Çапла вара Раççейре хваттер сутнăшăн НДФЛ тÿлемелли малтанхи йĕрке патнех таврăннă темелле.

 

Пĕрле илмесен те юрать

Кăрлач уйăхĕн 2-мĕшĕнчен çул-йĕр правилисенчи улшăнусем вăя кĕнĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн, ОСАГО-н электронлă полисне туяннă водительсен унăн хут çине пичетленĕ версине пĕрле илсе çÿремесен те юрать. Инспектора электронлă полиса смартфон е планшет çинче кăтартни те çителĕклĕ. Чăннипе, ку норма малтанах вăя кĕнĕ. ОСАГО пирки калакан саккунсенчи улшăнусем 2019 çулхи çу уйăхĕнчех «ĕçлеме» пуçланă. Анчах çул-йĕр правилисене улшăнусем кĕртмен. Çавăнпа çул-йĕр çинче ăнланман самантсем сиксе тухнă% çул-йĕрпе патруль службин инспекторĕсем электронлă полисăн пичетленĕ вариантне кăтартма ыйтнă. Вăл çук пулсан штраф çырса панă.

 

Сăмсалăхсăр юрамасть

Çĕнĕ çултан хăрушă тесе палăртнă ăратри йытăсене сăмсалăхсăр (намордниксăр) тата сăнчăрсăр уçăлтарса çÿреме юрамасть. Ун пек чĕрчунсем хÿме тытнă территорире çеç, хуçин шутланаканнинче, ирĕклĕн çÿреме пултараççĕ. Йытă пурри пирки асăрхаттарса çырни çав территорие кĕнĕ çĕрте пулмалла. Йытăсен хăрушă ăрачĕсен списокне маларах Правительство çирĕплетнĕ. Унта 12 ăрат кĕрет: акбаш, Америка бандогĕ, амбульдог, Бразили бульдогĕ, булли кутта, бэндог, кашкăрпа йытă гибричĕсем тата ыттисем. Вĕсем çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

 

Маркировка пуçланать

Правительство духисемпе ырă шăршăллă шывсен, фотоаппаратсен, шинăсен тата çăмăл промышленноçăн изделийĕсене маркировка тăвассин тапхăрĕсене палăртнă. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 8-мĕ-шĕнчен таварсен 4 ушкăнĕшĕн ирĕклĕ маркировка пуçланнă. Çапах кашни ушкăншăн уйрăм тапхăрсем палăртнă. Тĕслĕхрен, духисемпе ырă шăршăллă шывсем туса кăларакансен тата ăна ют çĕршывран кÿрсе килекенсен пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен маркировка тытăмĕнче регистрациленмелле. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре туса кăларакан тата пирĕн çĕршыва илсе килекен парфюмери продукцийĕн обязательнăй маркировки пуçланать. Малтан туса кăларнă парфюмерин юлашкисене 2021 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен сутма ирĕк парĕç.

 

Пулă тытма юратакансене

Пулăçсем ятарласа пулă ĕрчетмен уçă пĕве-кÿлĕре хăйсен юратнă ĕçĕпе тÿлевсĕрех аппаланма пултараççĕ. Çакăн пирки калакан саккун кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Анчах пĕтĕм халăхăн шутланакан кÿллĕн пĕр пайне арендăна илнĕ фирмăсем тата укçа тÿлесе пулă тытма сĕнекен фирмăсем малаллах ĕçлĕç, чăн та, контракт вĕçлениччен çеç. Çакнашкал организацисен шучĕ майĕпен чакса пырĕ. Ятарласа пулă ĕрчетме хатĕрленĕ шыв-шур объекчĕсенче малтанхи пекех тÿлевлĕ майпа çеç пулă тытма ирĕк парĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика