Чăваш Республикинче социаллă пулăшăвăн 90 ытла çул-йĕрĕ пурнăçланать. Вĕсем кăçал та сыхланса юлнă çеç мар, хăшпĕр мерăсене вăйлатнă та.
«Ача çуралнипе çемьесене укçа-тенкĕпе пулăшасси» регион проекчĕпе тата «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕрремĕш ачашăн уйăхсерен паракан тÿлеве кăçалтан ача 1,5 çул тултариччен мар, 3 çулччен тивĕçтерме йышăннă. Тупăша палăртмалли критери пурăнмалли минимумăн икĕ виçи чухлĕ ÿснĕ.
2020 çулта тÿлев виçи 9541 тенкĕпе танлашать. Республикăра кăçал ăна, малтанласа палăртнă тăрăх, 8707 çемье илсе тăрĕ.
Çавăн пекех виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасемшĕн паракан тÿлев те сыхланса юлнă. Кăçалтан ăна кашни çын пуçне тивĕçекен тупăшĕ пурăнмалли минимумăн 2 виçи тăрăх шутласа параççĕ. Тÿлеве 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ хыççăн çуралнă виççĕмĕш, тăваттăмĕш тата малалли ачасемшĕн пуриншĕн те параççĕ. Ăна илсе тăракан çемьесен шучĕ 52 процентран 90–95 процент таран ÿсмелле. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен ун виçи 9254 тенкĕпе танлашĕ.
Ноябрь 2024 |