Муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайăн ГИБДД уйрăмĕн унчченхи пуçлăхĕн суд умĕнче явап тытма тивет.
Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕн информацийĕ тăрăх, ертÿçĕ пулнăскер должноçри полномочисенчен иртнĕшĕн (5 эпизод), вак-тĕвек взятка илнĕшĕн тата службăри ултавшăн айăпланать. Уголовлă ĕçе тишкернĕ ĕнтĕ, айăплав пĕтĕмлетĕвне прокурор çирĕплетнĕ хыççăн Вăрнар район судне янă.
«Следстви версийĕ тăрăх, ун чухне ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕн должноçне йышăннăскер, вăл пĕлтĕрхи январь – май уйăхĕсенче çул-йĕр правилисене пăснă транспорт хатĕрĕсен водителĕсене хăйĕн служба вырăнĕпе усă курса административлă айăплавран хăтарнă. Лешĕсем, сăмахран, водитель прависĕр машинăпа çÿренĕшĕн е алкоголь ĕçнин палли пур пулин те руль умне ларнипе лекнĕ. Çакнашкал тĕслĕхсем пилĕк хутчен пулни паллă.
Вăлах пĕлтĕрхи февральте «Вăрнар–Упи–Красноармейски» автоçулăн пĕр пайĕнче пахчаçимĕçпе улма-çырла турттаракан автомобиле чарнă. Тĕрĕслев водителĕн ятарлă документсем – çул листи, грузăн таварпа транспорт докуменчĕсем – пĕрле çуккине кăтартнă. Административлă правăна пăснăшăн протокол çырманшăн йĕрке хуралçи унран вак-тĕвек взятка – апат-çимĕç продукчĕсем – илсе юлнă.
Пуçлăх пулнăскер тата тепĕр киревсĕр ĕçпе те лекнĕ. Пĕлтĕрхи мартра вăл суя документ хатĕрленĕ: хăйĕн пĕлĕшĕ тĕлĕшпе административлă йышăну çырнă, çакă лешне КАСКО майĕпе саккунсăр страхлав тÿлевĕ илме май панă.
Шалти ĕçсен органĕн сотрудникĕн ятне яракан киревсĕр ĕçсемшĕн ку должноçри çынна тĕрĕслев хыççăн службăран хăтарнă. Преступленисене Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕн, Шалти ĕçсен республикăри министерствин харпăр хăй хăрушсăрлăхĕн подразделенийĕн тата Вăрнар район прокуратурин пĕрлехи оперативлă ĕç-хĕлне пула тупса палăртма май килнĕ», – пĕлтерет республикăри следстви управленийĕн пресс-служби.
Ноябрь 2024 |