Сиплĕхлĕ пултăр тесен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.01.2020, 11:27 Просмотров: 742

Январĕн 19-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем пысăк праçнике – Кăшарние – уявлаççĕ. Ун умĕнхи каçхине нумайăшĕ чиркÿсенчи службăсем хыççăн сиплĕхлĕ шыва кĕрсе чунпа та, кĕлеткепе те тасалать.

Анчах пĕвесемпе юханшывсенче каснă ваксене чăмни пуриншĕн те хăрушсăр пулмасан та пултарать. Çавăнпа та МЧС сотрудникĕсем Кăшарни каçĕнче ятарласа хатĕрленĕ вырăнсенче кăна шыва кĕме сĕнеççĕ. Вĕсенче çынсен хăрушсăрлăхне пуренлĕн тивĕçтерĕç: çăлавçăсемпе медиксем, полици ĕçченĕсем сăваплă мероприяти вĕçленичченех хуралта сыхă тăраççĕ. Палăртнă вырăнсене, çынсене хăтлă та меллĕ пултăр тесе, хывăнса тăхăнмалли тата ăшăнмалли пунктсемпе, çутăпа тивĕçтерессине йĕркелемелле. Çăлавçăсем асăрхаттараççĕ: паллă мар вырăнсенче сивĕ шыва сикни пурнăçшăн хăрушă!

Хамăр районта та Кăшарни уявне хатĕрленсе ирттерессишĕн яваплисене палăртнă, шыв-шур çинче çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме пĕтĕм мера йышăннă.

Çав вăхăтрах вакра шыва кĕни сывлăхшăн сиенлĕ мар, сиплĕхлĕ пултăр тесен медицина ĕçченĕсем те асăрханма сĕнеççĕ. «Хĕлле тăтăшах сивĕ шыва чăмни – ÿт-пĕве çирĕплетмелли мел паллах, анчах çулталăкра пĕрре, хатĕрленмесĕр вакка сикни – организмшăн вăйлă стресс. Ватă çынсемшĕн кăна мар, çамрăксемшĕн те çакă юн пусăмĕ ÿссе кайнипе, сывлав е чĕре чарăнса ларнипе вĕçленме пултарать», – теççĕ вĕсем. Çавăнпа та малтан хăвăр сывлăха тĕрĕс хаклăр. Медиксем палăртнă тăрăх, хăвăрт шăнса пăсăлакансен, бронхпа ÿпке, пÿре, чĕре, гинекологи чирĕсемпе, диабетпа, эпилепсипе, шăнăр туртнипе, юн пусăмĕ хăпарнипе аптăракансен уйрăмах сыхланмалла.

Вак касса шыва кĕнĕ чухне хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Чи малтанах вак тарăнăшне шута илмелле – 1,8 метртан тарăн марри шанчăклă шутланать. Хусканусем туса шăмшака ăшăтмасăр чăмма юрамасть. Шыва çăлавçăсем хуралта тăнă чух кăна кĕмелле.

Вак патне шуçман, çăмăллăн хывăнакан пушмакпа е çăм нускипе пырсан аван. Тухтăрсем пуçа йĕпетме сĕнмеççĕ: пуç мимин юн тымарĕсем пĕрĕнес хăрушлăх пысăк. Çак сăлтавпах пуçпа сикме юрамасть. Сăваплă шывра тасалма ишме кирлĕ мар, унта 1 минут пулни те çителĕклĕ. Организма сиен кÿрес мар тесен шыва виçĕ хутчен чăммалла та тухса хăвăртрах типĕ алшăллипе шăлăнмалла, тумтир тăхăнмалла.

Шăнса пăсăласран вĕри чей ĕçме ан манăр. Хаяр шĕвексемпе ăшăнма юраманни пирки вара тухтăрсем уйрăмах çирĕп асăрхаттараççĕ.

Хамăр районта шыва кĕмелли вырăнсене Анаткас Хапăсри Центральная, Отиккăвăри Советски урамсенчи пĕвесенче, Авшак Элменти, Çĕньял Хапăсри, Услапа Нурăсри çветтуй çăлкуçсенче, Вурнарка шывĕнче палăртнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика