Тĕп вырăнта – ачасем, çемьесем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.01.2020, 11:27 Просмотров: 957

Юнкун Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва черетлĕ Çырупа тухрĕ. Вăл çивĕч те пĕлтерĕшлĕ ыйтусене çĕклерĕ. Вулакансене Çырури тĕп самантсемпе паллаштарма васкатпăр.

Демографи

Владимир Путин Раççей демографин кăткăс тапхăрне кĕнине палăртрĕ. Ун сăмахĕсемпе, ача çураласлăхăн коэффициенчĕ 2024 çул тĕлне 1,7-пе танлашмаллине каларĕ. Халĕ коэффициент шайĕ – 1,5.

Çĕршыв ертÿçи çемьесене пулăшмалли мерăсем шутне ачасене яслисемпе тивĕçтерессине кĕртрĕ. Тепĕр пулăшу – кĕçĕн классенче вĕренекенсене тÿлевсĕр вĕри апат çитересси. Çапла вăл çемье тăкакĕсен тиевне кăшт çăмăллатасшăн.

Чăваш енре ачасене вĕри апатпа тивĕçтересси – уйрăм тимлĕхре. Республикипе илсен 95 процентпа танлашать.

Вăрнар районĕнче шкулсенчи мĕнпур ачана – пĕтĕмпе 3378, садиксене çÿрекен пĕтĕм 1395 ачана вĕри апат çитереççĕ. Нумай ачаллă çемьесенчи, хевтесĕр ачасем тĕлĕшпе курăмлă çăмăллăхсем пур. Кăçал республика тата район бюджечĕсем пулăшнипе ача сачĕсен кухнисене çĕнетнĕ, кирлĕ оборудованипе пуянлатнă.

Владимир Путин 2020 çулхи январьтен 3 çултан тытăнса 7 çулхи ачасемшĕн уйăхсеренхи пособи парас тĕллевлĕ. Президент сăмахĕсемпе, тÿлеве çын пуçне тивекен тупăшĕ пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен иртмен çемьесене параççĕ.

Çавăн пекех Владимир Путин Правительствăн тата Тĕп банкăн пĕлтерĕшлĕ задачисен шутĕнче граждансен тупăшне ÿстересси пулмаллине палăртрĕ.

Амăшĕн капиталĕ, çемьесене пулăшасси

Раççейре амăшĕн капиталне пĕрремĕш ача çуралсанах пама тытăнĕç. Çĕршыв ертÿçи маткапитал программине сахалтан та 2026 çул вĕçĕччен тăсассине пĕлтерчĕ. Путин иккĕмĕш ачашăн ун виçине 150 пин тенкĕ – 616 пин те 617 тенкĕ таран ÿстерме, çулсерен индексацилеме сĕнчĕ.

Çавăн пекех вăл банксене çамрăк çемьесене пулăшма çăмăллатнă ипотека программине пурнăçлас ĕçе активлăрах хутшăнма чĕнсе каларĕ. Халăха пулăшас мерăсем хакла кайса лараççĕ пулин те Правительство умне бюджет тăнăçлăхне сыхласа хăварас задачăна лартрĕ.

Вĕрентÿ

Владимир Путин «Вĕрентÿ» наци проектне улшăнусем кĕртме хушрĕ.

Президент сĕннĕ шухăш вĕрентекенсемшĕн кăмăллă пулĕ: 2020 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен класс ертÿçисене федераллă бюджетран 5 пин тенкĕрен кая мар хушса тÿлемелле. Çавăнпа пĕрлех хальхи мĕнпур тÿлевсене сыхласа хăвармалла, терĕ вăл.

Çавăн пекех, ун сăмахĕсемпе, университет-институтсенче тÿлевсĕр вĕренÿ вырăнĕсем тата ÿсмелле.

Сывлăх сыхлавĕ

2000 çулхипе танлаштарсан Раççейре çынсен пурнăç тăсăмĕ сакăр çул пысăкрах – 73 çултан иртнĕ, пĕлтерчĕ В.Путин. Ун шучĕпе ку çĕршыври социаллă пурнăçри, экономикăри улшăнусемпе, массăллă спорта аталантарнипе, сывă пурнăç йĕркин хаклăхĕсене мала хунипе çыхăннă, çавăн пекех, паллах, – сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн пĕтĕмĕшле тÿпи.

Çĕршыв ертÿçи сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенине модернизацилессипе регион программисем июлĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлесе каяссине пĕлтерчĕ. Вĕсене пурнăçлама 550 млрд тенкĕ уйăрнă.

Чăваш Республикинче 2013 çултанпа 206 çĕнĕ ФАП çĕклесе хута янă. Иртнĕ çул – 26, вăл шутран иккĕшĕ Вăрнар районĕнче: Аçăмçырминче тата Кÿстÿмĕрте. Районта çавăн пекех куçса çÿрекен фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме тытăннă.

Республикăра пирвайхи медикăпа санитари пулăшăвне кÿме 2019–2024 çулсем валли йышăннă регион проекчĕпе килĕшÿллĕн 375,8 млн тенкĕ пăхнă, вăл шутран 2020 çул валли – 57,65 млн тенкĕ.

Ку сферăра тимлекенсем ĕç тÿлевĕн çĕнĕ системи çине куçĕç. Вăл çĕршыври хушăмсемпе компенсацисен пĕрлехи переченĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ.

Путин пирвайхи медикăпа санитари пулăшăвĕн ĕçне вăйлатма, чирлисем валли ют çĕршывран препаратсем кÿрсе килес ĕçе йĕркелеме хушрĕ.

Конституцие улшăнусем кĕртесси

Президент Конституцири улшăнусен мĕнпур пакечĕ тĕлĕшпе çынсен сасăлавне ирттерме сĕнчĕ. Вăл Раççейĕн çĕнĕ Конституцине йышăнма кирлĕ маррине пĕлтерчĕ.

Владимир Путин Раççей Правительствин председателĕн, вице-премьерсен тата федераллă министрсен кандидатурисене çирĕплетес правăна Патшалăх Думине шанма ыйтрĕ. Сĕннĕ кандидатсене Президентăн уйăрса лартма тивĕ.

Президент çавăн пекех пенсисене индексацилес положение, ĕç тÿлевĕн чи пĕчĕк виçи пурăнмалли минимумран сахалрах пулмалла марри çинчен Конституцие кĕртме сĕнчĕ. Путин çавăн пекех Раççей Президенчĕн кандидачĕн çĕршывра 25 çултан кая мар пурăнмаллине каларĕ.

Аслă Çĕнтерÿ

Раççейре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тĕлĕшпе чи пысăк архив пулĕ. «Эпир Çĕнтерÿ çинчен тĕрĕслĕхе хÿтĕлеме тивĕç. Суя пĕтĕм тĕнчипе сарăлма тытăнсан ачасене мĕн калăпăр? Чыссăр суяна пирĕн фактсемпе çĕнмелле», – терĕ Владимир Путин.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика