Çĕнĕ йĕркепе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2020, 10:18 Просмотров: 2229

Январĕн 1-мĕшĕнчен финанс уполномоченнăйĕ пăхса тухакан страхлав тавлашăвĕсен ыйтăвĕсем анлăланнă.

Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, финанс тивĕçтерĕвĕсен потребителĕсен хăйсен прависене хÿтĕлес тĕллевпе суда тухиччен малтан финанс уполномоченнăйĕ патне обращени ямалла. Вăл ыйтусене татса парассипе тÿлевсĕр тимлет.

Январĕн 1-мĕшĕнчен, акă, микрофинанс организацийĕсемпе потребительсем хушшинчи тавлашусене пăхса тухмалли çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕ. Çĕнĕ правилăсемпе килĕшÿллĕн, ку тавлашусене те (требованисен виçи 500000 тенкĕрен иртмесен) малтан, суда тавăç тăратиччен, финанс уполномоченнăйĕ тишкерет. Микрофинанс организацийĕсем вĕсен йышăнăвĕсене туллин пурнăçлама тивĕçлĕ.

Енчен те потребитель финанс уполномоченнăйĕн йышăнăвĕпе килĕшмесен, вăл хăйĕн прависене хÿтĕлеме ыйтса суда тухма пултарать. Кăçалхи январьччен ку йĕркепе страхлав организацийĕсемпе çыхăннă тавлашусене пăхса тухма кăна усă курнă. Сăмахран, ОСАГО, ДСАГО тата ытти (обязательнăй медицина страхлавĕсĕр пуçне) страхлав тĕсĕсем тĕлĕшпе.

Чăваш енри гигиенăпа эпидемиологи центрĕ аса илтерет: потребительсен прависене хÿтĕлес ыйтусемпе, претензисемпе тавăçсем хатĕрлеме Консультаци центрĕ пулăшать.

Адресĕ: Шупашкар хули, Ф.Гладков урамĕ, 17-мĕш çурт, 200, 202-мĕш пÿлĕмсем. Çыхăнмалли телефонсем: 56-46-66, 56-29-01, электронлă почта: Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript.

Çавăн пекех Пĕрлĕхлĕ консультаци центрĕ 88005554943 номерпе (шăнкăрав тÿлевсĕр) талăкĕпех, кану кунĕсĕр ĕçлет.

И.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика