Тимлĕхре – çынсемпе ĕçлесси

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.01.2020, 08:59 Просмотров: 239

Районта саккунлăх хуçалантăр тесе, çынсене шар кăтартакан киревсĕр пулăмсене пĕтерес тĕллевпе муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пай коллективĕ йĕркелĕх хуралĕн ытти органĕсемпе пĕрле тăрăшуллă та шанчăклă тимлет.

Пирĕн тĕп тĕллевсем – оперативлă лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслевре тытасси, преступленисене асăрхаттарма витĕмлĕ мерăсене вăхăтра йышăнасси, киревсĕр ĕçсене çийĕнчех уçса парса саккуна пăсакансене тивĕçлĕ явап тыттарасси. Кашни сотрудник хăй енчен пĕрлĕхлĕ ĕçе курăмлă тÿпе хывать.

Пĕлтĕр те поселокри, ялсенчи йĕркелĕхе, граждансен хÿтлĕхне тивĕçтерме пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçланă. Апла пулин те иртнĕ çулхи 12 уйăхра преступленисем виçĕмçулхинчен ытларах регистрациленни палăрчĕ: пĕтĕмпе 269 (унччен – 228). Вăрнар районĕпе 10 пин çын пуçне преступноç шайĕ 86,5-пе танлашать, республикипе кăтарту пысăкрах – 101,6.

Пĕтĕмĕшле ÿкерчĕк, паллах, хула-ял поселенийĕсенчи уйрăм лару-тăруран çырăнать. Вĕсенчен çиччĕшĕнче киревсĕр ĕçсен шучĕ чакнă пулсан, Аçăмçырми (8-тан 10-а), Малти Ишек (6-ран 13-е), Упнер (8-тан 17-е), Пăртас (8-тан 24-а), Вăрманкас (3-рен 7-е), Калинино (17-рен 25-е), Кульцав (3-рен 6-а), Кĕçĕн Кипек (2-рен 8-а), Санарпуç (5-рен 6-а), Хирпуç (4-ран 6-а), Вăрнар хула (115-рен 119-а çити) тăрăхĕсенче ÿснине куратпăр. Çапла майпа çак поселенисенче профилактика меслечĕсене вăйлатмаллине тимлĕхе кăларăпăр.

Преступленисен тытăмĕнче яланхи пекех ют пурлăха çаратнă тĕслĕхсем – чи пысăк ушкăн (113), çав шутра вăрлани – 74, ултавсем – 26. 34 тĕслĕхре ют япалана йăкăртакансем – унччен те судпа айăпланнисем, 39-шĕнче – ниçта ĕçлемен, яланхи тупăш çук çынсем. Вăрнар поселокĕнче кунашкал тĕслĕхсем пуринчен ытла çырăннă (37). Яллă вырăнсенчи кăтартусене тишкерес-тĕк, Малти Ишек, Пăртас, Калинино, Кульцав, Кĕçĕн Кипек тата Санарпуç тăрăхĕсенче ют пурлăха виçĕмçулхинчен нумайрах çаратнă.

Полици сотрудникĕсем киревсĕр пулăмсене асăрхаттарассипе халăхпа вырăнта тимлени аван «çимĕç» панă. Унчченхи çулсенче çырăннă евĕр тискер преступленисене самай чакарма май килнĕ, вăл шутра – уйрăмах йывăррисене 55,6, çынсен сывлăхне юриех йывăр сиен кÿнине 33,3, хĕн кăтартнă тĕслĕхсене 70, вăрă-хурахла çаратнисене 25, урамра тунă киревсĕрлĕхсене 23,3 процент. Çынсене юриех сĕмсĕррĕн вĕлернĕ, мăшкăлланă, автотранспорт çаратнă, хулиганла ĕçсем вуçех çырăнман.

Апла пулин те лайăх кăтартусемпе пĕрлех пăшăрхантараканни те пур. Иртнĕ çулта йывăр (51,7%) тата вăтам йывăр (44,6%) преступленисем çын сывлăхне юриех вăтам сиен кÿни (133,3%), Интернетри преступленисем (64,3%), мобильлĕ çыхăнупа усă курса тунисем (77,8%), ултавсем (52,9%) ÿснине регистрацилерĕмĕр. Должноç преступленийĕсем, коррупци паллиллĕ, патшалăх е муниципаллă пурлăха «куç хывнипе» çыхăннă киревсĕр ĕçсен обществăлла сиенне кура вĕсене тăрă шыв çине кăларассипе сахал мар вăй хунă. Экономика сферинчи 21 преступление (23,5 процент ытларах) тупса палăртнă, вĕсенчен 15-шĕ коррупци сĕмĕллĕ. Çавăн пекех пĕлтĕр районти йĕрке хуралçисем наркотиксен тата хĕçпăшалăн саккунсăр çаврăнăшĕсемпе çыхăннă 7 тата 6 тĕслĕхе те шута илнĕ.

Граждансене саккуна пăсма «хĕтĕртекен» сăлтавсенчен пĕри эрехпе пуçа минретни пулни те вăрттăнлăх мар. Ку – юлашки вăхăтри, кулленхи тимлĕх ыйтакан кăткăс пулăм. Ÿсĕрсен айăпĕпе пулнă преступленилле ĕçсене, сăмах май, пĕлтĕр виçĕмçулхинчен сахалрах (82) шута илнĕ. Кăтартусем лайăх енне улшăнни алкоголь суту-илĕвне асăрхавра тытнипе, кану заведенийĕсенче каçхи вăхăтра тĕрĕслевлĕ рейдсем тăтăшах ирттернипе те сăлтавланать.

Киревсĕр ĕçсене асăрхаттарнипе танах пулса иртнĕ преступленисене кĕске вăхăтра уçса парасси те полици ĕçĕ-хĕлĕн тĕп енĕсен шутĕнче. Ку тĕлĕшпе кăтарту Вăрнар районĕпе 76,8 процентпа танлашнă. Следовательсем 12 уйăхра 85, дознавательсем 123 уголовлă ĕçе тишкерсе суда ярса панă. Çынсене юриех йывăр, вăтам тата çăмăл сиен кÿнĕ, хĕненĕ, хĕн кăтартнă, вĕлерессипе хăратнă тĕслĕхсене, транспорт хатĕрĕсене хăваласа тарнисене, вăрă-хурахла çаратнисене, взяткăпа çыхăннисене, коррупциллĕ пулăмсене, влаç представителĕсене хирĕç тăнисене, миграци саккунĕсене пăснисене пурне те уçса панă, айăплисене тивĕçлĕ явап тыттарнă. Ку енĕпе малашне те оперативлă шыравăн тата следствин мĕнпур мелĕсемпе анлă усă курса тимлеме задача лартатпăр. Унсăр пуçне тепĕр кăткăс ыйтăва та çирĕп тимлĕхе илмелле – шулĕксене ĕненсе укçасăр юлнă тĕслĕхсем нумай. Район çыннисене ултавсен тĕсĕсем çинчен пĕлтерсе асăрхануллă пулма хăнăхтарасси те – кăçалхи ĕçри тĕп тĕллевсенчен пĕри.

Дмитрий ФИРСОВ,

муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайăн

полици пуçлăхĕ полици подполковникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика