Оперăра ташланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.01.2020, 15:26 Просмотров: 238

Шупашкарти оперăпа балет театрĕн фойинче чăваш наци культурине аталантарассине пысăк тÿпе хывнă искусство деятелĕсемпе сцена ăстисен сăнÿкерчĕкĕсем чылай.

Вĕсем хушшинче пирĕн ентешĕн, Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ Измаил Иванович Сорокин балет артисчĕн тутар ташшине те аякра тăратса хăварман. Вăл Федор Васильев композиторăн «Шывармань» оперинчи ташăсене пысăк ăсталăхпа, хореографи тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайра пурнăçланине уйрăммăн палăртса хăвармалла.

Балет ăсталăхне ăнăçлă алла илме тытăннă артистăн малашлăхĕ пысăкчĕ. Анчах вăл пирĕнтен хăвăрт уйрăлса кайрĕ, искусствăри çăлтăрĕ хăвăрт сÿнчĕ.

Çĕнĕ çулта мăн-явăшсем балет артисчĕн пултарулăхĕпе, хореографи ăсталăхĕпе куракансене тĕплĕнрех паллаштарасшăн, унăн ячĕпе конкурссем йĕркелесшĕн.

Владимир МОСКВИН.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика