Пурнăçа хакланăран

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.07.2017, 00:00 Просмотров: 949

Нумай чухне тĕрĕс-тĕкел, пĕтĕмпех йĕркеллĕ çынсенченех пурнăçа ÿпкеленине илтме пулать. Тĕрĕссипе, сусăр çынсемпе танлаштарсан, вĕсен чун канăçсăрлăхĕ пушă  пăшăрхану кăна. Хевтесĕр çынсен кашни кунĕ – хăйнеевĕрлĕ кĕрешÿ. Апла пулин те вĕсем чун хавалне нихăçан та сÿнтермеççĕ. Çакă вĕсене вăйлăрах тăвать те.

Кăмашра пурăнакан Геннадий Егорович Ермолаев та акă хăйне килсе çапнă инкек хыççăн пурнăçа икĕ-виçĕ хут ытларах хаклама тытăннине пытармасть. Шел те, уйрăм категорири çынсен йышне ăна çамрăклах, 44-рах, кĕме тивнĕ. Кĕрнеклĕ те çÿллĕ, вăйлă арçынна инфаркт çапса антарнă. «Тухтăрсене питĕ пысăк тав. Вĕсем мана леш тĕнчене кайма памарĕç», –  пĕр савăнса та, çав инкеклĕ саманта аса илнипе пĕр хумханса калаçать Геннадий Егорович.

Ĕçре те, пурнăçра та ялан хастар пулнăран шăпи çапла килсе тухасса шутлама та пултарайман вăл. Шкултан вĕренсе тухсан Çĕнĕ Шупашкарти училищĕре монтажник профессине алла илнĕ. Совет Çарĕнче пулнă. Украинăра авиацин кĕçĕн специалисчĕсене хатĕрлекен шкулта пĕлĕвне ÿстернĕ, служба Красноярск крайĕнче иртнĕ.

Салтак аттине хывнă хыççăн тăван тăрăхра хăй специальноçĕпе тăрăшнă. Водителе вĕренсе тухнă та «Колос» хуçалăха вырнаçнă. Ертÿçĕсем, ĕçтешĕсем ăна таса чунлă, уçă кăмăллă пулнăшăн хисепленĕ. Ĕç планне  тултарнăшăн Хисеп хучĕсене – министерствăнни таранах – чылай тивĕçнĕ.

Малашлăхра пĕрле пулма Геннадий Егоровича Турри Элмен Сунарăн чи ырă пикине пилленĕ. Нина Викторовнапа вĕсем тăватă хĕрпе икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Кĕçĕннисем шкултан тухман-ха, пĕр ачи Мускавра тĕпленнĕ, ыттисем вара хамăр районтах ĕç вырăнĕ тупнă. Ермолаевсем тăватă мăнукĕпе савăнса пурнăçа тăсаççĕ. «Пиллĕкмĕшне те кĕтетпĕр», – хĕпĕртесе пĕлтерчĕ Геннадий Егорович.

Нина Викторовна нумай çул ĕнтĕ Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Кăмашри сысна комплексĕнче тăрăшать. Мăшăрĕ пекех – ырă ятра. Килте вĕсем икĕ ĕне, вăкăрсем тытаççĕ, йышлă чăх-чĕп усраççĕ.

Геннадий Егоровича чирлĕ чĕри пирки чун кăмăлланă ĕçсем те манма пулăшаççĕ. Вăл – ăста пулăç. Çурçĕр иртни 3-рех – çыран хĕрринче. «Пулă кĕни, паллах, савăнтарать. Анчах та унран ытла тăван тавралăх илемĕпе киленни мĕне тăрать. Мĕнле хитре-çке ирхи ял!» – савăнăçне уçать вăл.

Çак сăнавсем те ахальтен мар. Вĕсем пурте ун сăввисене, калавĕсене хывăнаççĕ. «Çĕнтерÿ çулне» вулакансем Геннадий Ермолаевăн ăсталăхпа, чунпа тулнă йĕркисене астăваççĕ ĕнтĕ.

Геннадий Егорович – инвалидсен районти обществин хастарĕ те. Нумай мероприятие хутшăнать, грамотăсене тивĕçет. Ку тĕлпулусем сусăрсемшĕн питех те кирлине, вĕсем чылай вăхăтлăха чун савăнăçне илме пултарнине палăртать.

– Пĕрре пурăнатпăр. Çавăнпа та пурнăçăн кашни саманчĕпе савăнма пĕлмелле, – тет вăл.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика