Виçĕмкун, январĕн 30-мĕшĕнче, Шупашкарта Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче Раççей Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Николаевпа паллаштарнă.
Савăнăçлă пулăма федераци органĕсен регионти уйрăмĕсен ертÿçисем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăри вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисем, обществăлла организацисен ертÿçисемпе маcсăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем хутшăннă.
2020 çулхи кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Олег Николаева Чăваш Республикин Пуçлăхне суйланă çын должноçа кĕриччен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пуснă.
РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Николаев регионта паллă çын пулнине пĕлтернĕ. «Вăл чăваш çĕрĕ çинче ÿссе çитĕннĕ, унăн ĕç биографийĕ пĕтĕмпех республикăпа çыхăннă», – тенĕ вăл.
Игорь Комаров хăйĕн сăмахĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин РФ Федераци Пухăвне тухнă Çырура наци проекчĕсене тĕпе хурса халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатса пымаллине палăртса хăварнине асăннă. Нумай ачаллă çемьесене пулăшу парасси, халăхăн тупăшне ÿстерсе пырасси, экономика тухăçлăхне пысăклатасси – тĕп тĕллевсен шутĕнче.
«Олег Алексеевич Николаев, пилĕк ача ашшĕ пулнă май, нумай ачаллă çемьесене патшалăх енчен пулăшупа тивĕçтересси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине питĕ лайăх ăнланать. Вăл экономист-профессионал, экономика секторĕнче, Чăваш ен влаç органĕсенче, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче депутат пулса тăрăшса ĕçленĕ. Регионти лару-тăрăва, экономикăна мĕнлерех аталантармалли çул-йĕрсене пĕлет», – тенĕ Игорь Комаров.
Чăваш енĕн промышленноç потенциалĕ пысăк, ял хуçалăхĕ, пысăк технологисем вăй илсе пыраççĕ, социаллă сфера çирĕп аталанать.
Юлашки икĕ çулта республикăра çĕнĕ 5 шкул уçнă, 16 ача сачĕ хута янă.
Сывлăх сыхлавĕн сфери республикăра лайăх аталанать. Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пыни палăрать. Халăхăн пурнăç тăршшĕн ÿсĕмĕн вăтам кăтартăвĕ 73 çултан та пысăкрах.
Юлашки 7 çулта республикăра 200 ФАП уçнă. Медицина учрежденийĕсен пурлăхпа техника бази тĕпрен çĕнелет.
Ял хуçалăх отраслĕн кăтартăвĕ пысăк, çĕрулми, сĕт туса илессипе Атăлçи тăрăхĕнче малти вырăнсенче. Чăваш ен таварĕсене 37 çĕршывра хапăл тусах йышăнаççĕ.
Республикăра пурăнакансем тăван тавралăха упраса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Чăн та, Чăваш ен Атăлçи тăрăхĕн ахахĕ тесен те йăнăш мар. Нацин экологи рейтингĕнче Чăваш ен округра хисеплĕ иккĕмĕш вырăнта тăрать.
«2020 çул Чăваш еншĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Республика Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине паллă тăвать. Юбилей уявĕн мероприятийĕсем çине кăна тимлĕх уйăрмалла мар, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе те хастаррăн тăрăшмалла. Халăхăн пурнăç условийĕн шайне ÿстерсе пырассишĕн ырми-канми ĕçлемелле», – пĕтĕмлетнĕ сăмахне РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине палăртса анлă мероприятисем йĕркелеме чĕнсе каланă.
Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакана РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ наци проекчĕсене пурнăçласа пынă хăвăртлăха тата динамикăна упраса хăварма, малашне те ку енĕпе çине тăрса ĕçлеме сĕннĕ.
«Регионăн çĕнĕ ертÿçи çĕршыв Президенчĕ палăртнă тĕллевсене эсир пулăшнипе туллин пурнăçа кĕртсе пырасса шанатăп. Республикăра пурăнакансемпе тачă çыхăнса ĕçлеме майсем тупмалла, вĕсен шухăш-сĕнĕвĕсене шута илмелле, нушисене пĕлсе тăмалла. Çапла майпа ĕçлесен, ман шутпа, пурте ăнăçать», – тенĕ Игорь Комаров Олег Николаева малашнехи ĕçре ăнăçусем тата телей суннă май.
Виçĕмкунах Правительство çуртĕнче Игорь Комаровпа Олег Николаевăн ĕçлĕ тĕлпулăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн малашнехи çул-йĕрне сÿтсе явнă.
Ĕнер Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хăйĕн Указĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне отставкăна янă. Республикăн çĕнĕ Правительствине йĕркеличчен ку таранччен министр пулса ĕçленисен вăхăтлăха мĕнпур ĕçсене туллин пурнăçласа пымаллине чĕнсе каланă. «Çĕнĕлĕхсем пĕтĕмпех республикăра тин çеç пулса иртнĕ пулăмсемпе çыхăннă. Пурне те яваплăха туйса ĕçлесе пыма ыйтатăп. Малашне мĕн пуласси пирки пĕрле пухăнса тĕплĕн сÿтсе явăпăр, çĕнĕ йышăнусем тăвăпăр. Пĕлсех тăратăп, нумайăшĕпе пĕрле малалла та ĕçлĕпĕр», – тенĕ вăл.
Ноябрь 2024 |