Пĕлтĕрхи сентябрьте районти икĕ хĕрарăм хушшинче хирĕçÿллĕ лару-тăру сиксе тухнă.
Харкашу вара вĕсенчен пĕри суд тенкелĕ çине ларнипе вĕçленнĕ. 67-ри хĕрарăмăн уголовлă икĕ статьяпа – хĕçпăшал вырăнне усă куракан япалапа çын сывлăхне çăмăл сиен кÿнĕшĕн тата вĕлерессипе хăратнăшăн – явап тытма тивнĕ. Патшалăх айăплавне ку ĕçпе Вăрнар район прокуратури ертсе пынă.
Палăртнă тăрăх, çак хĕрарăм хăйĕн килĕнче тепĕр хĕрарăма йывăç авăрлă металл пуртăпа икĕ хутчен сылтăм тата сулахай хулпуççисем тĕлĕнчен çапнă, ăна сурансем кÿнĕ. Çак вăхăтра вăл ÿсĕр пулни паллă. Çавăн пекех вăл пĕлĕшне çапнă чух вĕлерессипе хăратни те палăрнă. Шар курнă хĕрарăм, хăраса ÿкнĕскер, унăн сăмахĕсене чăна хурса йышăннă-мĕн.
Явап тытакан хĕрарăм пĕрремĕш киревсĕр ĕçшĕн айăплине тунман пулсан, тепринче – вĕлерессипе хăратнинче – хăй айăпне йышăнман. Апла пулин те унăн айăпне çирĕплетекен материалсене туллин пухнă. Вĕсене пăхса тухнă хыççăн Вăрнар район сучĕ унăн 250 сехет обязательнăй майпа ĕçлесе тÿрленмелле тесе йышăннă.
Приговор саккунлă вăя кĕмен.
А.СОРОКИН,
Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.
Ноябрь 2024 |