Пулăшу хавхалантарать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2020, 08:28 Просмотров: 264

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва янă Çырăвĕнче массăллă спорта аталантарни, сывă пурнăç йĕркин хаклăхĕсене çул пани халăхăн пурнăç тăсăмĕ çине ырă витĕм кÿнине палăртрĕ.

Ку юхăма çĕклес ĕçре ыркăмăллăх та пысăк вырăн йышăнать. Çавăнпах сывă наци çитĕнтерессишĕн тăрăшакансене уйрăмах хисеплемелле.

«Санары» агрофирма ертÿçин Андрей Петровăн чунĕнче те çак паха ен пур. Вăл хуçалăха çирĕп тытса ял хуçалăх культурисене туса илессипе малти ретре пынипе пĕрлех хăй пурăнакан тăрăхри ачасен пурнăçĕпе те кăсăкланать.

Ку тăрăхра темиçе çул ĕнтĕ ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе Вăрнарти ача-пăча спорт шкулĕн филиалĕ ĕçлет. Унта Санарпуç шкулĕнче вĕренекенсен пысăк пайĕ çÿрет. Виталий Петрович Трофимов тренер кĕрешÿ мелĕсене çирĕп хывнипе ачасем тĕрлĕ шайри ăмăртусен çĕнтерÿçисен йышне кĕреççĕ.

Иртнĕ эрнере «Санары» агрофирма ертÿçи Андрей Петров спортсменсем патĕнче тренировкăра пулчĕ, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе кăсăкланчĕ.

Ачасен те шăпах ăна иртнĕ çул вĕçĕнче хăйсене кÿнĕ пулăшушăн – борцовкăсем (кĕрешÿ валли ятарлă пушмаксем) туянса панăшăн – тав тума май пулчĕ.

– Хамăр тăрăхра çакăн пек пултаруллă ачасем çитĕннĕшĕн савăнатăп. Малашне те вăл е ку енĕпе пулăшма майсем шырăпăр. Спортпа туслă пулни пурнăçра та пулăшса пырать, сывлăхшăн ку ырă йăлана нихăçан та ан пăрахăçлăр, – терĕ Андрей Робертович.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика