Февральте республикăри онкологи дис-пансерĕнче ракпа кĕрешмелли уйăхлăх иртет.
Ăна Ракпа кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кунра (февралĕн 4-мĕшĕнче) старт панă. Кăçал вăл «Эпĕ пур тата эпĕ пулатăп!» девизпа иртет. Çак чĕнÿ çынсене онкологи приговор маррине кăтартать, ракпа мĕнпур вăйран кĕрешме йыхравлать.
Хальхи вăхăтра онкологсен пахалăхлă медицина пулăшăвĕ пама мĕнпур майсем пур. Чи кирли – пациентăн тухтăр патне вăхăтра килмелле. Диагностикăна вăхăтра тухни сывалас шанăçа ÿстерет.
Çулсерен чире малтанхи тапхăрта палăртасси ÿсет. 2019 çулта ку кăтарту республикăра 56 процентпа танлашнă. Пĕлтĕр ракпа 4158 çын чирленине пуçласа тупса палăртнă. Онкологсем патĕнче учетра 28720 çын тăрать, ку республикăри мĕнпур халăхăн 2,2 проценчĕ. Ятарлă сиплев хыççăн пилĕк çул пурăнасси 56,6 процентпа танлашнă.
Уйăхлăх вăхăтĕнче онкологи диспансерĕнче профилактика, информаципе çутĕç тата вĕрентÿллĕ мероприятисем ирттерме палăртнă.
Февралĕн 13-мĕшĕнче диспансерăн 1-мĕш хирурги корпусĕнче мастэктоми хыççăнхи пациентсен, февралĕн 27-мĕшĕнче хими терапине илекен пациентсен шкулĕсем ĕçлĕç.
Районсене цифрăллă маммографсемпе тивĕçтернĕ куçса çÿрекен рентген комплексĕсем çитĕç: Элĕке – февралĕн 25-мĕшĕнче, Канаша – февралĕн 27-мĕшĕнче.
Уйăхлăха йĕркелекенсем кирлĕ тĕллевсене лартаççĕ – халăха онкологи чирĕсен проблемине тимлĕхе илтересси, профилактика тĕрĕслевĕсене, диагностикăна вăхăтра тухассин кирлĕхĕ çинчен, харпăр хăй сывлăхне уямалли пирки аса илтересси.
Онкологи чирĕсен 43 процентне ансат правилăсемпе çĕнме пулнине палăртнă. «Чи малтанах хăвăнтан пуçламалла. Пурнăç йĕркине улăштармалла, сиенлĕ йăласене пăрахăçламалла, специалистсем патĕнче вăхăтра тĕрĕсленсе тăмалла», – сĕнет Чăваш ен Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп онкологĕ Сергей Агафонкин.
Ноябрь 2024 |