Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев му-ниципаллă районсемпе хула округĕсен пуçлăхĕсемпе тата муниципаллă районсемпе хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.
Ларура Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Çырăвĕнче палăртнă наци проекчĕсене тата задачисене пурнăçламалли ыйтусене, çавăн пекех республикăн муниципалитет пĕрлĕхĕсен территорийĕсене комплекслă аталантарассипе çыхăннă ытти темăсене сÿтсе явнă.
Виçĕмкун Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ертÿлĕхĕпе тата фракцисен ертÿçисемпе тĕл пулнă. Унта ĕç тăвакан тата саккунсем йышăнакан влаçсен çыхăнса ĕçлессипе, Президент хушăвĕсене тата наци проекчĕсене пурнăçа кĕртмелли майсене палăртассипе çыхăннă ыйтусене хускатнă. Олег Алексеевич регионти экономикăпа социаллă пурнăçа аталантарма пулăшакан пĕрлехи тĕллевсене палăртнă, çавна май бюджета улшăнусем кĕртмеллине пĕлтернĕ.
Ноябрь 2024 |