Нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш ен Пуç-лăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсен тытăмĕ çинчен калакан Указа алă пуснă.
Ĕç хутĕнче Чăваш Республикинче патшалăх управленийĕн тухăçлă тытăмне йĕркелеме, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин лартнă стратегилле тĕллевсене пурнăçлама улшăнусем кĕртнĕ.
Сăмахран, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн Указĕпе килĕшÿллĕн, Чăваш Республикин Промышленноçпа экономика министерствине йĕркеленĕ. Малашне палăртнă министерствăна Чăваш Республикин Экономика министерствипе Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви кĕрет.
Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви малашне Чăваш Республикинчи Юстици ĕçĕсен патшалăх служби пулать. Çав хушăрах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн право тĕлĕшĕнчен тивĕçтерес енĕпе тăвакан ĕç-хĕле Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацине, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен сферинчи ыйтусене – Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министерствине панă.
Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствин полномочийĕсене шута илсе Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствине улшăнусем кĕртнĕ.
Туризм сферине çирĕппĕн аталантарма, туризм сферине инвестицисем явăçтарас тĕлĕшпе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн Указĕпе килĕшÿллĕн Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин туризм сферине Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствине панă.
Чăваш Республикин Граждан хÿтĕлевĕпе чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçленĕ министерство малашне Указпа килĕшÿллĕн Граждан хÿтĕлевĕпе чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Чăваш Республикинчи патшалăх комитечĕ пулать.
/лĕмрен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ĕç-хĕлне те Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканах ертсе пырĕ.
Ноябрь 2024 |