Вăрнар районĕ пултаруллă йĕлтĕрçĕсемпе яланах уйрăлса тăнă. Питĕ йышлăн мар пулин те, ăру хыççăн ăру тĕрлĕ шайри сумлă пьедесталсене чыслăн çĕнет.
Паянхи çамрăксен ячĕсене те хаçата вулакансем, спортпа кăсăкланакансем аван пĕлеççĕ. Мăньял Хапăсри пĕртăвансем Анастасийăпа Валентина Тикиневасем, акă, çулсерен район чысне республикăра, çĕршыв шайĕнче ăнăçлă хÿтĕлеççĕ. Çак кунсенче кăна вĕсем Чăваш ен чемпионатĕнчен лайăх кăтартусемпе таврăннă. Икĕ куна пынă ăмăртура икшер медале тивĕçнĕ.
Йĕлтĕрпе коньки мелĕпе ярăнассипе хăйĕн ÿсĕмĕнче Настя Тикиневана никам та çĕнеймен – «ылтăн» каллех ун аллинче! Дистанцийĕ те кĕске мар – 5 километр. Ун аппăшĕ, Валентина, ку мелре кĕмĕл медале тивĕçнĕ.
Çак çухрăмсене классика мелĕпе те çăмăллăн парăнтарнă хĕрсем. Настя 2-мĕш, Валентина 3-мĕш вырăнсене йышăннă.
Хапăсри пĕртăван пиччĕшĕсем Михаилпа Владимир Скворцовсем те – йĕлтĕр спорчĕн пысăк шанăçĕ. Миша, акă, ку чемпионатра коньки мелĕпе чупассипе те, классикăра та 1-мĕш вырăнсене йышăннă.
Ку çеç те мар, Михаил Скворцова республикăн пĕрлештернĕ команди йышĕпе Раççей чемпионатне хутшăнма суйланă. Сыктывкара спортсменсем февралĕн 17-мĕшĕнче тухса каяççĕ.
Унăн пиччĕшĕ Владимир классикăра 10 километрлă дистанцие пуринчен малтан вĕçленĕ.
Тепĕр çамрăк та – Роман Михайлов – йĕлтĕр спортĕнче пысăк çитĕнÿсем тăвать. Чăваш ен чемпионатĕнче классика мелĕпе чупса вăл бронза медале тивĕçнĕ.
– Çав тери çивĕч кĕрешÿ пычĕ мала тухассишĕн. Спортсменсен кăтартăвĕсем çеккунтшарпа кăна уйрăлса тăраççĕ. Ушкăнсенче 80 енне йĕлтĕрçĕ тупăшрĕ, – пĕлтерчĕç Юрий Александрович Тикиневпа Михаил Павлович Павлов тренерсем.
Çĕнтерĕве, паллах, йĕлтĕрçĕсен кулленхи пысăк ĕçĕ хывăннă. Çамрăксем кунсерен 25–30 километрта пиçĕхеççĕ. «Кунашкал тренировкăсене пурте чăтаймаççĕ. Хамăр хушăра ĕçлес кăмăллă, тÿсĕмлĕ ачасем пурри савăнтарать», – терĕç тренерсем.
Каламалла, Вăрнар районĕн йĕлтĕрçисем командăпа республикăра 2-мĕш вырăн йышăннă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |