Хальхи вăхăтра çынсене уйрăмах çивĕч ыйту канăç памасть: грипп, коронавирус инфекцийĕ, ытти ОРВИ сарăлнă тапхăрта чир ересрен мĕнле сыхланмалла;
Калас пулать, чире пуçаракансем сывлăш урлă ереççĕ. Сунасланă тата ÿсĕрнĕ чух чирлĕ çыннăн сурчăкĕпе пĕрле вируссем те тухаççĕ. Сурчăкăн пысăк тумламĕсем таврари япаласем çине лараççĕ, пĕчĕккисем сывлăшра нумай вăхăт упранаççĕ, темиçе 100 метра яхăн сарăлаççĕ. Астăвăр: вируссем темиçе кун таранах пурăнма пултараççĕ.
Грипп, коронавирус, ытти ОРВИ ересрен тата сарăласран çак гигиена правилисене пăхăнмалла:
обществăлла вырăнсенче, транспортра пулнă хыççăн, алăк хăлăппине, ĕç вырăнĕнчи оргтехникăна, укçа-тенке тытсан, çавăн пекех апат çиес тата хатĕрлес умĕн алла супăньпе (20 çеккунт таранах кăпăклантарса) çумалла, кайран типĕтмелле;
урамра уçăлса çÿренĕ хыççăн киле кĕрсен алла, пите супăньпе çумалла, сăмсана тăвар шывĕпе çуса тасатмалла;
пите, куçа анчах çунă алăсемпе кăна тĕкĕнмелле. Шывпа супăнь пулмасан алăсене тасатма дезинфекци хатĕрĕсемпе (спирт пуррипе) усă курмалла. Палăртмалла, пĕр хутчен усă курмалли салфетка та вырăнлă;
транспортра чухне, çынсем нумай пухăнакан вырăнта медицина маскине тăхăнмалла. Асилтеретпĕр: маскăна тепĕр хут тăхăнма юрамасть;
çÿç-пуçа тирпейлĕ пуçтармалла, сапаланă çÿç инфекци ерес хăрушлăха ÿстерет;
обществăлла вырăнсенче алăк хăлăппине, карлăка, ытти япаласене çара алпа тĕкĕнмелле мар;
саламланă, тĕл пулса калаçнă чух алă тытма, чуптума тата ыталанма асăрханмалла;
пÿлĕмсене час-часах уçăлтармалла;
питшăллипе алшăлли кашни çыннăн уйрăм пулмалла.
Чирлĕ çыннăн мĕн пĕлмелле;
сывă çынсемпе хутшăнмалла пулсан, пĕр хутчен усă курмалли маска çыхмалла, ăна кашни сехетрен ылмаштармалла;
пĕр хутчен усă курмалли сăмса тутăрĕ пулмасан сунасланă тата ÿсĕрнĕ чух ал тупанĕпе е чавсапа хупламалла;
пĕр хутлăх савăт-сапа е вăл харпăр хăйĕн уйрăм пулмалла;
харпăр хăй гигиена япалисене – шăл щеткине, мучалана, алшăллине – кил-йышра уйрăм тытмалла;
кил-çурта, çав шутра алăк хăлăппине, сÿнтеркĕче (выключатель), оргтехника панелĕсене, кашни кун çумалла.
Роспотребнадзорăн Канашри территори уйрăмĕ.
Ноябрь 2024 |