Кăçалхи патшалăх планне пурнăçласа, Вăрнар вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем вăрман лартса çитĕнтерес тапхăра хатĕрленме тытăннă.
«Хуçалăх çулсерен пурнăçлакан чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсен шутĕнче – йывăç лартма пахалăхлă вăрлăх материалне хатĕрлесси. Çакна валли лăсăллă йывăçсен вăррисене 90 кун хушши стратификаци ирттереççĕ. Юр айне хывиччен вăрлăха талăклăха таса шывра тытаççĕ те пĕрчĕллĕ-пĕрчĕллĕ пуличчен типĕтеççĕ, ятарлă препаратпа имçамлаççĕ. Çакăн хыççăн кăна ăна тĕркемлесе юр буртне хураççĕ. Кашни тĕркемре – вăрлăх тĕсĕ çинчен этикетка.
Çапла Вăрнар вăрман хуçалăхĕ хыр вăрлăхне 8 кг тата чăрăш вăррисене 4,6 кг хурса хăварнă», – пĕлтерет Чăваш ен Çутçанталăк министерствин пресс-служби.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |