Чăваш ен Гидрометцентрĕ пĕлтернĕ тăрăх, республика территорийĕнче çутçанталăк сиен кăларса тăратас хăрушлăх пысăк. Çиллĕ те шалкăм çумăр татах çаврăнса çитмелле. Районсемпе хуласенче мĕнпур тавралăхра инкексем сиксе тухас хăрушлăх та пур. Çуртсен тăррисене çил-тăвăл илсе пăрахма пултарать, Электричествăпа, газпа асăрхануллă пулмалла. Ял хуçалăхне те сиен кÿрес хăрушлăх пысăк.
Çак эрнере Улатăр, Канаш хулисенче, Улатăр, Пăрачкав, Йĕпреç, Канаш районĕсенче уйăх хушшинче çумалли норма тулнă.
Çутçанталăк алхаснине кура, Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти мĕнпур службăсене кирек епле кăлтăка та вăхăтра сирсе яма яланах хатĕр пулма хушнă. Пур çынăн та тимлĕхе çухатма юрамасть, питĕ асăрхануллă пулмалла.
Вăрнар районĕнче чарăнми çумăрсем çунипе июлĕн 6-мĕшĕнче тытăнса палăртнă вăхăтчен ятарлă хатĕрлев режимĕ çирĕплетнĕ.
«Районта çумăрсемпе лару-тăру çăмăл мар. Июлĕн 6-мĕшĕнче каллех асăрхаттару килчĕ. Унта çил çеккунтра 16 метр таран вăйланассине палăртнă. Çумăр хытă çунипе Вăрнар поселокĕнче нумай хваттерлĕ çуртсен путвалĕсене шыв тулас, ял хуçалăх культурисене амантас, пысăк тăкак курас хăрушлăх пур.
Иртнĕ канмалли кунсенче тăватă ял поселенийĕнче темиçе ял çутăсăр юлчĕ. Юрать, Вăрнарти Çурçĕр электричество участокĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе инкеке вăхăтра сирме, вĕсене çутăпа тивĕçтерме май килчĕ. Ку коллектива çакăншăн питĕ пысăк тав. Çывăх вăхăтра шалкăм çумăрсем татах пулассине асăрхаттараççĕ. Ку питĕ пăшăрхантарать. Çавăнпа та инкексене сирсе яма яланах хатĕр пулмалла, уйрăмах социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисен сыхă тăмалла. Çынсен те асăрханулăх пирки пĕр самант та манмалла мар», – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев.
Енчен те пăтăрмахсем сиксе тухсан, тÿрех «01» номерпе шăнкăравламалла. Специалистсем талăкĕпех дежурство тăраççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1 |
2 | 3
|
4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |