Тĕп вырăнта – сыхлăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.02.2020, 10:25 Просмотров: 291

Электричество тата унпа ĕçлекен оборудовани – пысăк хăрушлăх кăларма пултаракан япаласем. Пушар тухнăран пурлăх пĕтнипе пĕрлех çын сывлăхĕ сиенленме е пурнăçĕ татăлма та пултарать.

Пĕлтĕр те районта алхаснă 50 пушартан çичĕ тĕслĕхĕ электрооборудованин юсавсăрлăхĕпе е вĕсемпе хăрушсăр усă курманнипе сăлтавланнă. Иртнĕ канмалли кунсенче Калининăра çырăннă инкек те электричествăпа çыхăнма пултарнă тесе шутлаççĕ. Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен ĕçĕсемпе тимлекен патшалăх комитечĕн информацийĕ тăрăх, Калинино салинче вырсарникун 23 сехет иртсен пушар тухнă. Пĕр хуçалăхра йывăç сарай çунса кайнă. Пушар сÿнтерекенсем çулăма ытти çурт-хуралтă çине куçма паман.

Çакнашкал инкексенчен асăрханса хăрушсăрлăх йĕркине питĕ уямалла. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем çак тĕп правилăсене асра тытма сĕнеççĕ: кивелсе çитнĕ электропроводкăпа тата юсавсăр электрооборудованипе усă курма, ĕçлекен электроприбора асăрхавсăр хăварма, пĕр розеткăна темиçе электроприбор чикме юрамасть. Килте тунă-ăсталанă предохранительсемпе («жучоксемпе») тата приборсемпе усă курни те инкеке çывхартма пултарать.

Ан манăр: сирĕн кил-çуртăн сыхлăхĕ сирĕнтен килет.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика