Ун пекки ан пултăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.02.2020, 10:27 Просмотров: 242

Эпир хамăр пирки «вăрçă ачисем» тесе шухăшлатпăр.

Вăрçа пула аттене çухатни, унăн хÿттипе тĕревĕсĕр ÿсни, чун ыратăвĕ çаплипех иртмест. Манăн атте, йывăр суранланнăскер, 33 çултах, вăрçă чарăннă хыççăн пилĕк çултан, яланлăхах куçне хупнă. Эпĕ – асли – 5 çулта юлнă, манран кĕçĕннисем тата иккĕн пулнă.

Аннене мĕнле йывăр килнине халĕ питĕ лайăх ăнланатăп. Çиме çăкăрĕ, пÿрт хутса ăшăтма вутти пулман, ăна илме укçи çитмен. Çуркунне хиртен çĕрулми пуçтарса килсе икерчĕ евĕрлĕ япала пĕçерсе çитернине астăватăп. Канфет, пĕремĕк мĕнне пĕлмен эпир. Кĕçĕн шăллăма макăрнă чухне е çăкăртан, е çĕрулмирен чăмлак туса хыптараттăмăр. Эпĕ асли пулнăран анне хăйне кăшт пулăшу пултăр тесе мана тырă вырма, жнейка хыççăн кĕлте çыхма илсе çÿретчĕ. Çурла каснă суран йĕрĕсем халĕ те палăраççĕ. Хĕвел анчах тухма хатĕрленет – пирĕн уя каймалла. Питĕ çывăрас килетчĕ. Ачалăх пулман та. Хире хăть кăнтăрла лашапа апат илсе тухатчĕç, пăтă çитеретчĕç. Тутлăччĕ вара вăл. Ай, питĕ тутлăччĕ! Нушаллă çитĕнтĕмĕр. Шкула (Красноармейски районĕнчи Упи ялне) çÿреме йĕркеллĕ çи-пуç та пулман. Дуст миххисене çурса кĕпе, саппун çĕлесе панине астăватăп. Кĕпене пĕветсе хăмăр, кĕрен тĕслĕ тăватчĕç, саппунĕ шурăччĕ. Уншăн епле савăннă-ха тата. Çав михĕсене тем чухлĕ çусан та дуст шăрши пĕтместчĕ. Пирĕнтен çав шăршă анчах кĕнĕ пуль. Тавах аннене (вăл та тахçанах çук) çав йывăр çулсенче пире çитĕнтерсе çĕршыва юрăхлă çынсем тунăшăн. Çамрăксем пирĕн иртнĕ пурнăçа ăнланаймĕç, вăл çитмен пурнăçа тек курмалла ан пултăр.

Роза АЛЕКСЕЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика