Уйрăм çăмăллăхсемпе усă кураççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2020, 16:28 Просмотров: 225

Чăваш ен Çутçанталăк министерствин даннăйĕсем тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа республикăри сунарçăсем 11 кашкăра тытнă.

Пиллĕкĕшне – пирĕн тăрăхра. Ухутана тухнисем тĕлне чĕрчунсем Вăрнарти тата Çĕрпел сунар хуçалăхĕсенче çакланнă иккен. Унсăр пуçне кăçал Шăмăршă районĕнче виçĕ, Йĕпреç тăрăхĕнче икĕ тата Çĕмĕрле районĕнче пĕр кашкăр лекнĕ.

Палăртмалла, сăтăрçă-чĕрчунсен шутне чакарассипе çулсеренех Вăрнар тата Йĕпреç районĕсен сунарçисем уйрăмах хастар та ÿсĕмлĕ. Вĕсем, тĕпрен илсен, кашкăрсене тытма хатĕрленсе, ушкăнпа тухасси йăлара.

Пуриншĕн те ирĕклĕ сунар çĕрĕсем çинче кашкăр персе ÿкернĕ сунарçăсене хавхалантарма та пăхнă. Кунашкаллисем чĕрнеллĕ чĕрчунсене тытма ирĕк илме çăмăллăхлă правăна тивĕçеççĕ.

«Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн, ку право пуриншĕн ирĕклĕ хуçалăхсенче сунара çÿрекен çынсем хушшинче жеребьевка мелĕпе пайланать. Çав вăхăтрах 70 проценчĕ – унчченхи çул кашкăр тытнă сунарçăсем хушшинче», – ăнлантараççĕ Çутçанталăк министерствин специалисчĕсем.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика