Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине халалласа Санарпуç шкулĕнче те тĕрлĕ мероприятисем, акцисем иртеççĕ. Эрнесеренхи линейкăра кашни класра вĕренекенсем палăртнă темăпа тухса калаçаççĕ.
Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа февралĕн 15-мĕшĕнче 31 çул çитрĕ. Чăваш яшĕсем те çак 10 çул ытла тăсăлнă вăрçа хутшăннă.
– Хăюлăхпа тата паттăрлăхпа палăрнă ентешĕмĕрсене чысласа Санарпуç вăтам шкулĕнче тĕлпулу иртрĕ. 1–11-мĕш классенче вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕсем спортзала пухăнчĕç. Районти запасри офицерсен пысăк йышĕ килсе çитнĕ. Шкул директорĕ Николай Никитич Иванов тĕлпулăва уçрĕ. Шкул ачасенче патриотизм туйăмне аталантарма, Тăван çĕршыва, халăха, çуралнă кĕтесе юратма, хисеплеме, таса, çирĕп чунлă çынсем ÿстерме тăрăшнине каларĕ.
В.П.Кудряшов, Е.П.Голубцова сăмах илчĕç. Офицерсен союзĕн районти пĕрлешĕвĕн ертÿçи, запасри офицер Николай Васильев Афганистанра çар тивĕçне пурнăçланисене асăнса кăларнă кĕнекепе паллаштарчĕ, Санарпуç поселенийĕнчи афганецсен Владимир Петрович Траковăн, Валерий Иванович Ильинăн, Николай Иванович Красновăн кăкăрĕсем çине медальсем çакрĕ, кĕнеке парнелерĕ.
5-мĕш класра вĕренекенсем маршпа утрĕç тата плац-концерт кăтартрĕç. Аня Никифорова командирăн уçă сасси хушусене çирĕп пурнăçлама хистет. Ашшĕ-амăшĕсем пулăшнипе, тăрăшнипе – пурте пограничниксен формипе.
Санарпуç поселенийĕнчен Афганистанра 11 йĕкĕт çар тивĕçне пурнăçланă. Шел, анчах та пурте пирĕн хушăра çук паян. Пурне те чĕррĕн-сыввăн таврăнма шăпа пÿрмен.
Çĕньял Хапăс каччи Владимир Георгиевич Михайлов та Афганистанра паттăррăн пуçне хунă. Вилнĕ хыççăн ăна икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Тĕлпулăва унăн аппăшĕ – Галина Егорова, аппăшĕн хĕрĕ Марина Сергеева килнĕ. Марина Борисовна Володя куккăшĕн çырăвĕсенчи йĕркесемпе паллаштарчĕ, вăл шкулта тăрăшса вĕреннине, пуринчен ытла ăста ÿкернине, спортпа туслă пулнине каласа кăтартрĕ. «Çамрăк пограничниксем» унран отряда Владимир Георгиевич Михайлов ятне пама ирĕк ыйтрĕç.
Ирина СЕМЕНОВА.
Ноябрь 2024 |