Сĕнĕве ырланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.02.2020, 09:59 Просмотров: 324

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Конституцие тÿрлетÿсем кĕртессипе тимлекен ĕçлĕ ушкăнпа ирттернĕ тĕлпулура тĕп документа хушмалли тĕрлĕ сĕнÿсем пирки сăмах пынă. Вĕсем пурте çĕршыв аталанăвне вăйлатас, хĕтĕртетес тĕллевлĕ. Çав шутра малашлăхра патшалăх татса памалли тĕп задачăсенчен пĕри – граждансен уйрăм информацине тата информаци анлăшне хÿтĕлесси. Ку сĕнÿпе Наталья Касперская тухнă, вăл – «Цифра экономики» наци программи информаци хăрушсăрлăхĕ енĕпе тимлекен ĕçлĕ ушкăнне ертсе пырать.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, IT-экспертсен пĕр ушкăнĕ Конституцин 3-мĕш пайĕн 71-мĕш статйине кĕртмелли тÿрлетÿсене хатĕрленĕ. Уйрăммăн илсен, федераллă центр даннăйĕсен çаврăнăшĕ тата сывлăхĕшĕн яваплă тесе норма кĕртме сĕнеççĕ.

Ман шутпа, даннăйсен çаврăнăшĕ тата вĕсене пуренлĕ хÿтĕлесси – патшалăх ĕçĕ, ку çивĕч ыйту ун тимлĕхĕнче пулмалла. Малашне çакă ытти саккунсем валли актуаллă номартивлă право никĕсне йĕркелеме пулăшĕ», – тенĕ Наталья Касперская.

Эпир информаци технологийĕсен ĕмĕрĕнче пурăнатпăр, Цифра анлăшĕпе пĕрмаях усă куратпăр: хамăр çинчен информаци вырнаçтаратпăр, цифра «йĕрĕсем» хăваратпăр, информаци ылмашăвĕ çĕнĕ технологисен майĕпе иртет. Патшалăх, банксем, çыхăну операторĕсем енчен цифра идентификацийĕ витĕр тухма тивет. – Чăнах та, пирĕн уйрăм даннăйсем хăрушлăхра тесен те йăнăш мар. Çавăнпа мĕнпур экспертсем ку тÿрлетÿсен хальхи вăхăтри кирлĕлĕхне палăртаççĕ.

Владимир Путин та тĕлпулура ку сĕнĕве ырланă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика