Çар сучĕ Чăваш ен çыннине терроризмпа çыхăннă киревсĕр ĕçшĕн, тĕрĕсрех каласан, ку ирсĕр пулăма уçă майпа ырланăшăн, айăпланă.
Суд тенкелĕ çине ларнă арçын Таджикистанра çуралнăскер, анчах Чăваш Республикинче пурăннă.
ФСБ-н Чăваш енри управленийĕн информацийĕ тăрăх, арçын интернетри хăйĕн страницинче радикаллă тĕн темине тата террористла организацисен членĕсем хутшăннă хирĕçтăрусене çутатакан видеофайлсем вырнаçтарнă. Вĕсен йышĕнче – саккунсăр хĕçпăшаллă пĕрлешÿсен лидерĕсене, унта хутшăнакансене ырлакан материалсем те.
Тĕп округри çар сучĕ 37-ри çак арçынна айăплă тесе йышăннă, икĕ çуллăха колони-поселение ăсатнă.
Ăна унччен маларах та тĕн хирĕçĕвĕсене пуçарас тата экстремистла материалсене сарас тĕллевлĕ ĕçсемшĕн Шупашкарти Мускав район сучĕ пĕрре мар административлă явап тыттарнине пĕлтерет ФСБ-н республикăри управленийĕ.
Ирина ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |