«Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ 2020 çулта пысăк хăватпа ĕçлеме пуçларĕ.
Заводра 750 çын вăй хурать. Январьте продукцие, иртнĕ çулхи ку вăхăтрипе танлаштарсан, 40 процент ытларах туса кăларнă. Пĕтĕмĕшле кăçала йышăннă производство планĕ пĕлтĕрхинчен 15 процент пысăкрах.
Иртнĕ эрнере предприятие чукун çулпа чĕртаварăн пысăк партийĕ килсе çитнĕ. Вĕсенчен кайран ÿсентăрансене хими мелĕпе хÿтĕлекен препаратсем туса кăлараççĕ.
Производство цехĕсем ÿсентăрансене çумкурăкран, чирсенчен тата хурт-кăпшанкăсенчен хÿтĕлекен препаратсем хатĕрлессипе тăрăшса тимлеççĕ. Завод чи пысăк хăватпа ĕçлет. Цехсем 3–4 сменăпа, вăл шутра шăматкунсерен те, тăрăшаççĕ. Полимерлă тарăсен производствин цехĕ вара пач та чарăнмасть, фасовка линийĕсене канистрăсемпе, банкăсемпе, стакансемпе тата ытти савăтпа кирлĕ чухлĕ тивĕçтерес тĕллевпе кунĕн-çĕрĕн, канмалли кунсемсĕр ĕçлет.
Заводра производствăна тăтăшах препаратсен çĕнĕ тĕсĕсене кĕртсе пыраççĕ. Вĕсене цехсенче пысăк калăпăшпа кăларма тытăниччен малтан апробаци ирттереççĕ, урăхла каласан – лаборатори условийĕнче пысăках мар партипе туса кăлараççĕ. Февраль пуçламăшĕнче заводăн наукăпа производство центрĕнче икĕ çĕнĕ препарата «ĕçе кĕртсе» пăхнă% çумкурăкран хÿтĕлекен «Трейсер» тата чирсенчен сыхлакан «Геката». Вĕсем кĕçех суту-илĕве тухĕç. Кăçал лаборатори валли 3 миллион ытла тенкĕ тăракан газ хроматографĕ туяннă. Хроматограф тĕп япаласем чĕртаварта тата хатĕр продукцире мĕн чухлĕ пулнине палăртма кирлĕ.
Çураки çывхарса пынă май продукцие Раççей регионĕсене, çывăхри тата аякри ют çĕршывсене тиесе ярассин калăпăшĕ ÿсет. Январьте–февральте чукун çулпа Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче туса кăларнă продукцие 40 вакун ăсатнă. Тĕпрен илсен, Аякри Хĕвелтухăçне – Барнаула, Биробиджана, Благовещенска.
Тавара автомобиль транспорчĕпе те ăсатаççĕ. Кашни кун завод склачĕсенчен кăнтăралла – хальхи вăхăтра Липецк облаçне, Ставропольене, Молдовăна – пысăк тоннажлă 4–5-шер автомобиле тиесе яраççĕ. Нумаях пулмасть продукцие пуçласа Туркменистана ăсатнă.
Ноябрь 2024 |