Пĕчĕк ачасем час-часах ним шутламасăрах чĕрне кăшлаççĕ, çÿçне шăлкалаççĕ, сăмса чакалаççĕ, пÿрне ĕмеççĕ, тутине çыртаççĕ, шăла шатăртаттараççĕ.
Шкул çулĕчченхи ачасен хăтланкаларăшĕсене çапла ăнлантарма пулать – шăпăрлансем ывăннă е мĕнрен те пулин хăраççĕ. Çÿлте асăннă сиенлĕ йăласем пулăшнипе вĕсем лăпланма, стреспа кĕрешме тăрăшаççĕ. Çавăн пекех ачана кичем те пулма пултарать, вăл ним тума аптрать. Е тата чирлени те ачасене çак сиенлĕ йăласен авăрне кĕртсе ÿкерет.
Ача чĕрне кăшласан ăна лайăх сăнăр. Тен, сирĕн хушăра çапла тăвакансем пур. Апла-тăк, çитменлĕхсене пĕтермелле. Хăвăр тĕпренчĕкĕре те мĕншĕн çапла тума юраманни çинчен ăнлантарăр. Таса мар чĕрнесем урлă организма хăрушă чирсене пуçаракан микробсем лекнине ăнлантарăр. Пĕчĕккисене ан ятлаçăр. Сас хăпартсан вĕсем тата ытларах канăçсăрланаççĕ. Пушă вăхăта ачапа ирттерме тăрăшăр, пĕрле кун йĕркине тĕрĕс йĕркелĕр: уçă сывлăшра ытларах пулăр, вăйăсем выльăр, спортпа туслашăр. Астăвăр: ачапча мĕнпе те пулин кăсăклансан сиенлĕ йăлапа аппаланмĕ. Ачасене ытларах мухтама тăрăшăр. Ырă ĕçсем тунăшăн хавхалантарăр. Чаплаттарса çини, телефонпа калаçнă чух çитĕннисене чăрмантарни сăпайсăрлăха кăтартнине çирĕплетĕр. Ачана сăмса тутăрĕ пĕрле илсе çÿреме хăнăхтарни аван, чĕрнене тăтăшах касма вĕрентĕр.
Енчен те ача чĕрне кăшлать пулсан, çиме типĕтнĕ улма-çырла тата шĕкĕлчеме кавăн вăрри хурса парăр. Çÿçе пĕрмаях шăлкаласан арçын ачана тинĕс тĕввисем çыхма вĕрентĕр, хĕрачана – çÿç çивĕтлеме. Шăлĕсене шатăртаттарать-тăк, пÿрнисемпе хусканусем тутăр.
Сиенлĕ йăласем – невроз паллисем. Çавăнпа та ачана ятлаçма юрамасть. Чир шала кайма пултарать. Ачасем çапла хăтланса ашшĕ-амăшне хăйсем çине пăхтарасшăн. Енчен те çемьере харкашаççĕ пулсан, ачасем те хăйсене лăпкă тытмаççĕ. Çак сăлтава пула ĕнтĕ психологсем чи малтан ашшĕ-амăшĕпе ĕçлеççĕ.
Шăпăрлансене тимлĕх кирлĕ. Кунне ачасене сахалтан та 30 минут уйăрмалла. Хăвăр тĕпренчĕкĕрĕн сывлăхĕпе, ĕçĕпе кăсăкланмалла. Ача хăй ашшĕ-амăшне кирлине туйтăр.
Елена МИНАЕВА,
район тĕп больницин медицина психологĕ.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |