Кашниех хăйсен çемйи Çветтуй Валентин хÿттинче юратупа тата килĕшÿпе тулли пуласса ĕненет.
Районта та пĕр-пĕрне савакансен уявĕнче икĕ çамрăк – Станиславпа Оксана – пĕрлешсе çемье çавăрнă. Мăшăршăн чи пăлхануллă та савăнăçлă кун район администрацийĕн ЗАГС пайĕн специалисчĕсем вĕсене пурнăçри пĕлтерĕшĕ утăма тунă ятпа чĕререн саламланă, ĕмĕр тăршшĕпех пĕр-пĕрне ăнланса, хавхалантарса пырса татулăхра пурăнма суннă. Çемьен тĕп докуменчĕпе (свидетельствăпа) пĕрлех вĕсем телейлĕ мăшăра «Çамрăк мăшăрсен сертификатне» те панă. Документ хуçисем ăна илнĕренпе çулталăк иртиччен сывлăха туллин тĕрĕслеттерме, ача çуратас ыйтусемпе консультаци илме пултараççĕ. Кашни çемьен мĕнле тĕрĕслев тĕсĕсене тухмаллине уйрăммăн палăртаççĕ.
Ирина ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |