Чăваш ен Правительстви сусăр ачасене пăхса ÿстерекен çемьесене пуренлĕ пулăшассине пысăк тимлĕх уйăрать: çĕнĕ технологисем ĕçе кĕреççĕ, социаллă пулăшупа тивĕçтерес тытăм куллен çĕнелет.
Иртнĕ çул вĕçĕнче йышăннă пĕлтерĕшлĕ улшăну – инвалид ачаллă çемьесене транспорт налукĕ тÿлеме çăмăллăх парасси.
Чăваш ен ,çлев министерствин «Социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центр» учрежденийĕн даннăйĕсем тăрăх, ку ушкăнри çемьесем хушшинче ирттернĕ ыйтăм вĕсен ытларах пайĕн çăмăл автомашинăсем пуррине кăтартнă. Халĕ вĕсене транспорт налукĕ тĕлĕшпе 100 процентлă çăмăллăх пама çирĕплетнĕ. Ку çăмăллăх двигатель хăвачĕ 150 лаша вăйĕ таранчченхи пĕр транспорт хатĕрне тивет.
Палăртмалла, инвалид ачасем пур çемьесене транспорт налукне тÿлессинчен вуçех хăтарма Атăлçи федераллă округăн 4 субъектĕнче кăна пăхнă.
Ноябрь 2024 |