Чĕрчунсем çинчен калакан юмах кăларăмĕсем – вулаканăн чи юратнă кĕнекисенчен пĕри. Тĕрлĕ лару-тăрăва лекеççĕ сăнарсем, çав вăхăтрах кашнинчех çын кăмăл-туйăмĕ уççăнах палăрать.
Сăмахран, тиллĕн чеелĕхĕ мала тухать, кашкăрĕ чылай чухне айван ăслă, мулкачĕ – хăравçă. Чăваш кĕнеке издательствинче 2017 çулта «Тилĕ юмахĕсем» кăларăм кун çути курнăччĕ. Унти хайлавсенче Тилĕ – тĕп сăнар, апла пулин те пур чухне те чее мар иккен вăл.
Тилĕпе паллаштаракан кăларăм пур пулсан Кашкăрне халалланă кĕнеке те пур пулĕ? Тĕрĕсех, нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче ачасем валли «Айван ăслă Кашкăр. Наивный Волк» юмахсен пуххи пичетленсе тухрĕ. Ăна Ольга Федорова пухса хатĕрленĕ, Светлана Кангина илемлетнĕ. Кăларăма икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – пичетленĕ. Вырăсла Зоя Романова куçарнă.
Кĕнекери ĕçсем Кашкăр тавра пулса иртеççĕ. Кашни юмахра тенĕ пекех тукмак хÿре мĕне те пулин тытса çиме ĕмĕтленет, анчах айван ăслăскер кашнинчех шар курать. Чее такасем те, качака таки те, вăкăр та, автан та, хур та, кушак та ним мар улталаççĕ иккен ăна. Турă саккунĕпе пурăнма шухăша та пăрахăçлама тивет айванскерĕн.
Мĕнле парне пама тăнă-ши Кашкăр Этеме? Тытайĕ-ши тĕп сăнар хăйĕн сăмахне? Кун пирки вулакансем кĕнекепе паллашсан пĕлĕç.
Çавăн пекех юмах пуххи ĕлĕк-авал туслă пурăннă кÿршĕсем, Кашкăрпа Тилĕ, мĕншĕн вăрçăнса кайнине те ăнлантарса парĕ. Эппин, илемлĕ кăларăмпа паллашма васкăр.
Дарья МОРОЗОВА.
Ноябрь 2024 |