Уçă турнирта

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.03.2020, 11:33 Просмотров: 265

Канмалли кунсенче Канашра ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе республикăри уçă турнир иртнĕ.

Спортсменсем Канаш хастарĕн Ю.В.Андреев парнисемшĕн кĕрешнĕ. Кавир çине хамăр республикăри тата Тутарстанри, Удмуртири, Мари Элти, Мордовири, Самар, Ульяновск, Пенза тăрăхĕсенчи 13–14 çулсенчи каччăсем тухнă.

Наградăсене пĕтĕмпе 13 виçе категорийĕнче выляттарнă. Вăрнарсем ăмăртăва хутшăнса тăваттăшĕнче пьедестал çине хăпарма тивĕçнĕ. Савелий Иванов тата Антон Федоров ылтăн медальсем, Даниил Александров тата Илья Сидоров бронза медальсем çĕнсе илнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика