Шĕнерсем Çăварни уявне питĕ хаваслă ирттерчĕç. Ăна йĕркелекенсем вăрманти уçланкăна малтанхи кунах кайса хатĕрленчĕç. Вăйă, ăмăрту вырăнĕсене палăртрĕç.
Çанталăк та ял çыннисен кăмăлне каймалла пулчĕ. Хĕвеллĕ, ăшă тăчĕ. Уявра илемлĕ тутăрсем çыхнă хĕрарăмсем, маттур арçынсем, ачасем чун каничченех савăнчĕç.
Ăмăрту хыççăн ăмăрту иртрĕ, тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç, унта кашниех хутшăнчĕ. Мала тухнисене пурне те асăнмалăх парнесемпе хавхалантарчĕç. ,мĕрех Çăварнинче лашасемпе катаччи чупнă, халĕ ялсенче вара ут-урхамах юлмарĕ. Уявра ачасене çунашкапа катаччи чуптарчĕç.
Пухăннисем вырăнтах пĕçернĕ тутлă икерчĕпе, вĕри чейпе хăналанчĕç. Праçник вĕçĕнче Çăварни катемпине çунтарса хĕле ăсатрĕç, пĕр-пĕрне ырă сунчĕç. Яланах çавăн пек туслă пурăнма калаçса татăлчĕç.
Уява йĕркеленĕшĕн Любовь Убаковăна, Зойăпа Анатолий Васильевсене, Валерий Григорьева, Зоя Ивановăна, Александр Алексеева тата ытти маттурсене ял çыннисем чĕререн тав тăваççĕ.
Ноябрь 2024 |