Илем салонĕпе унăн потребителĕсем хушшинчи право хутшăнăвĕсем «Потребительсен прависен хÿтĕлевĕ çинчен» саккунпа тата Раççей Правительствин йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ Йăла тивĕçтерĕвĕн правилисемпе йĕркеленеççĕ. Илем процедурисемпе усă курас текен клиентсен организацин ячĕ, юридици адресĕ тата ĕç вăхăчĕ; тивĕçтерÿсен переченĕ тата вĕсене кÿрекен меслетсем; тивĕçтерÿсен стандарчĕсем; тивĕçтерĕве кÿмелли вăхăт тата хакĕсем (тÿлев йĕрки); организаци шантаракан гаранти вăхăчĕ пирки информацие пĕлме право пур.
Çавăн пекех илем салонĕ хăйĕн клиенчĕсене çак информацие те хыпарлама тивĕçлĕ:
– потребительсен прависен хÿтĕлевĕ енĕпе тимлекен вырăнти подразделенин адресĕпе телефонĕ;
– тивĕçтерÿсем кÿни çинчен калакан договорсен (квитанцисемпе ытти документсен) тĕслĕхĕсем;
– салонта кÿрекен ĕçĕн тĕслĕхĕсем (альбомсемпе журналсем);
– саккунпа килĕшÿллĕн çăмăллăх прависем пур категорисен переченĕ.
Информацие пурне те курăнмалла вырнаçтармалла. Енчен те çынсене организаци пĕрмай ĕçлекен вырăнта мар – вăхăтлăх пÿлĕмсенче, куçса çÿрекен пунктсенче, ытти çĕрте – йышăнсан та çÿлерех асăннă пĕтĕм условисене пурнăçламалла. /пкелешÿпе сĕнÿсен кĕнеки те, паллах, яланах вырăнта пулмалла, ăна потребитель ыйтсанах памалла.
Енчен те сирĕн правасене пăсрĕç-тĕк, сире Чăваш енри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн Консультаци центрĕнче (Шупашкар хули, Ф.Гладков урамĕ, 17-мĕш çурт, 200, 202-мĕш пÿлĕмсем) пулăшĕç. Çыхăнмалли телефонсем: 56-46-66, 56-29-01, электронлă почта: Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript.
Ирина ЯКОВЛЕва.
Ноябрь 2024 |