Нумаях пулмасть Шупашкарти пĕр судра хула администрацийĕн тавăçĕпе çĕр лаптăкне ирĕклетесси пирки ĕç пăхса тухнă.
Историйĕ çапларах. С. гражданин нимĕнле документ пулмасăр çĕр лаптăкĕнче капиталлă гараж тата мансардăллă мунча туса лартнă. Росреестрăн Чăваш енри управленийĕн инспекторĕсем çакна тупса палăртса «захватчик» çине административлă штраф çырнă, саккунсăр майпа çĕкленĕ объектсене пăсма хушнă. Анчах та гражданин предписание хăй ирĕкĕпе пурнăçламан, çавна май хула администрацийĕн суда тухма тивнĕ.
Арçын Фемида представителĕсем хăйĕн майлă пулаççĕ тесе шутласа мунчапа гараж прависене çирĕплетес тесе суда хирĕçле тавăçпа тухнă. Çакна вăл объектсене хăй вăхăтĕнче çемйине хваттерпе пĕрле уйăрнă хуçалăх блокĕ вырăнĕнче çĕкленине пĕлтернĕ. Анчах унăн çакна çирĕплетекен документсем пулман.
Суд администрацин тавăçне тивĕçтерсе çĕре ирĕклетмелле тесе йышăннă. Апелляци те ку йышăнăва вăйра хăварнă. Чăваш Республикин Аслă сучĕ те çаплах шутланă.
«Шел те, çĕр лаптăкĕсене харпăр хăй тĕллĕн тытса илни республикипех сарăлнă. 2019 çулта патшалăх инспекторĕсем кунашкал 1916 тĕслĕхе шута илнĕ. Нумай чухне çынсем çĕр ирĕклĕ пулсан унпа усă курмалла тесе шутлаççĕ. Анчах та манса каймалла мар: капиталлă объектсем çĕклесе лартиччен çĕр тĕлĕшпе правăна çирĕплетмелле тата строительство валли ирĕк илмелле. Унсăрăн ку объектсене пурпĕр пăстараççĕ», – пĕлтерет Росреестрăн Чăваш енри управленийĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |