Сталинграда хÿтĕленĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.03.2020, 12:00 Просмотров: 256

Юнлă хаяр çапăçусем витĕр тухнисем, Аслă Çĕнтерĕве курнă çынсем ялта пачах та юлмарĕç. Паянхи кун Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки килти сăнÿкерчĕксем кăна асилтереççĕ.

Чылай çемьере ватăсем çĕре кĕнĕрен çамрăксем вăрçăра пулнă тăванĕсем пирки сахал пĕлеççĕ. Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пурнăçне шеллемен паттăрсен пĕр ятне те манмалла мар. Эпир, аслă ăрурисем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсене курнисем, мĕн пултарнă таран вĕсем çинчен каласа пама яваплă.

Хапăсри Анатолий Александрович Цветков Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен Шăхасанта чухне илтнĕ. Фронта 1942 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче тухса кайнă. «Т-34» танк çинче стрелок-радист пулма вĕреннĕ. Раштав уйăхĕнче гварди 87-мĕш танк бригадинче пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ. Палăртмалла, Анатолий Цветков Сталинград патĕнче Фридрих Паулюс çарне хуптĕрленĕ чух Бекетовка, Паварета патĕнчи, Дон фронтĕнчи Верхнечирская, Чир, Дубовская станицăсем, Чикан хуторĕ, Котельниково хули патĕнчи çапăçусене те хутшăннă. 1943 çулхи нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче нимĕç снарячĕ танка лекнипе Анатолий Цветков ураран аманнă. Госпитальте 11 уйăх сипленнĕ.

– Ăнсăртран чăвашла сăмах каласа ятăм. Пĕр аманнă салтак «эсĕ чăваш-им тесе» вырăн çинчен çĕкленчĕ. Çапла ентеше тĕл пултăм, – аса илнĕччĕ пĕррехинче Анатолий Александрович. Госпитальте сипленнĕ хыççăн Анатолий Цветкова «строй службине юрăхлă мар» тесе киле яраççĕ.

1951 çулччен Хапăсра ветеринари фельдшерĕнче ĕçлет. 1954 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен – чăваш чĕлхи уйрăмĕнчен – вĕренсе тухать. Хапăсри шкулта ĕçлеме пуçлать. 1956 çулта, тăрăшнă вăхăтрах, пединститутра вырăс чĕлхи уйрăмне пĕтерет. Тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасене пĕлÿ парать.

Анатолий Цветков хăй вĕренекенĕсене вăрçă çулĕсем, салтаксен хăюлăхĕ çинчен час-часах каласа кăтартнă, çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшнă.

Анатолий Цветков Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Çапăçури хастарлăхшăн», «Ленинграда хÿтĕ-ленĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ.

Инвалид пулсан та Анатолий Александрович пÿрт лартнă, сад ĕрчетнĕ. Сăмах май, мăшăрĕ Таисия Алексеевна та шкулта ĕçленĕ, пуçламăш классене вĕрентнĕ. Вĕсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ. Ачисем те ашшĕ-амăшĕ пек пултаруллă, ĕçчен: Олимпиада Анатольевна И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетра тăрăшать, вăл – педагогика наукисен кандидачĕ. Анатолий Анатольевич – врач, Шупашкарти больницăра ĕçлет. Шел пулин те, Елена Анатольевнăн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ, йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Вăл Упнер ял тăрăхĕн администрацийĕнче вăй хунă.

Анатолий Цветков çирĕм виçĕ çул каяллах пурнăçран уйрăлнă пулсан та унăн ырă ячĕ ял-йыш асĕнчех юлĕ.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика