Çĕршывра, республикăра Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне епле хатĕрленни пирки пĕлтерсех тăратпăр. Вăрнар районĕнче ĕç-пуç еплерех-ха – паянхи сăмах çакăн пирки.
Çырава хатĕрленес пĕрремĕшле ĕçсенчен пĕри – адреслă хуçалăхăн тăрăмне тĕрĕслесси тата ăна йĕркене кĕртесси. Вăрнар районĕнче Федераллă патшалăх статистика службин Чăваш Республикинчи территори органĕ ирттернĕ пĕрлехи инвентаризаци хăшпĕр çитменлĕхсене тупса палăртнă: урам тата тăкăрлăк ячĕсен 12 аншлагне, çуртсен 2248 номерне йĕркене кĕртмелле.
Тĕрĕслев хăшпĕр ял тăрăхĕсенче ĕçсем ыттисенчен нумайраххине палăртнă. Пăртас ял поселенийĕнче, акă, 322 номер паллине улăштармалла тата вырнаçтармалла, Ярмушка ял тăрăхĕнче – 256, Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕнче 248 паллă.
,çсене пурнăçласси район администрацийĕн пуçлăхĕн тимлĕхĕнчех. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме, халăха çуртсем çинче номерсем пулмаллине ăнлантарма хушнă.
Унсăр пуçне, чи çивĕч те тăтăш хускатакан ыйтусен шутĕнче – урамсене çутатасси. Ку ыйтăва халăх çыравне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен районти комиссире те çĕкленĕ.
2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн кăтартăвĕсемпе Вăрнар районĕнче 35850 çын пурăннине палăртнă. 90,28 проценчĕ – чăвашсем.
Районта масштаблă, çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттерме 74 çын хутшăнĕ, вăл шутра контролерсем – 8-ăн, çыравçăсем 56-ăн тата стационарлă участок çыравçисем – 9-ăн.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |