Сыхă пулмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.03.2020, 12:03 Просмотров: 279

Статистика кăтартăвĕсем йăнăшма памаç-çĕ: канмалли кунсенче мунчасем тăтăш çунаççĕ.

Çавăнпа та, хăвăра тата çывăх çыннăрсене инкексенчен хÿтĕлес тĕллевпе, пушар хуралĕн ĕçченĕсем пурне те асăрхануллă пулма сĕнеççĕ. Уйрăмах – кăмакасен юсавлăхĕ тата вĕсемпе хăрушсăр усă курас тĕлĕшпе. Апла пулин те çак сăлтавпа тухакан пушарсен шучĕ чакмасть. Ку уяв кунĕсенче районта та тепĕр инкек çырăннă. МЧС-ăн республикăри тĕп управленийĕн информацийĕ тăрăх, вырсарникун Вăрнарти уйрăм хуçалăхра йывăç мунча çунса кайнă. Пушар сăлтавĕ пирки хальлĕхе калама май çук, тĕрĕслевсемпе тĕпчевсем пыраççĕ.

Кил-çуртпа пурлăх, уйрăммăн илсен, мунчасем, сыхлăхра пулччăр тесен пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Чи малтанах кăмакасене тĕрĕс, строительство нормисене уяса, вырнаçтарни, тăрпасене вăхăтра тасатса тăни кирлĕ. Çавăн пекех вĕсемпе хăрушсăр усă курни те чылай инкеке асăрхаттарма май парать. Мунча кăмакисене хăвăрт хыпса илекен шĕвексемпе чĕртме, çунакан япаласене çывăхра тытма, çунакан кăмакана асăрхавсăр хăварма е ачасене пăхса тăма шанма юрамасть. Электричество лампочкисене те ятарлă плафонпа хÿтĕлемелле.

Ирина ЯКОВЛЕВа.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика