Тăрăшсан ĕç ÿсĕнет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.03.2020, 12:04 Просмотров: 557

Районăн пĕлтĕрхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме район администрацийĕнче анлă лару ирттерчĕç.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие вырăнти ĕç тăвакан влаç органĕсен, вĕренÿ, культура, сывлăх учрежденийĕсен, предприяти-организацисен ертÿçисем, район депутачĕсем хутшăнчĕç. Тĕп докладпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев тухса калаçрĕ, тĕрлĕ сферăри лару-тăрăва хакларĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ.

Районăн тĕп задачисенчен пĕри – бюджета пуянлатасси тата унпа тухăçлă усă курасси. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев çирĕплетнĕ тăрăх, пĕлтĕр бюджета тупăшсем енĕпе, 2018 çулхипе танлаштарсан, 13,8 процент ытларах пурнăçланă. Харпăр хăй тупăш 230,2 млн тенкĕпе танлашнă.

Ял хуçалăхĕ – экономикăн тĕп отраслĕсенчен пĕри. Район АПКне 17 ял хуçалăх предприятийĕ, 59 фермер хуçалăхĕ кĕрет. Иртнĕ çул Вăрнар районĕ патшалăх программин мероприятийĕсене пурнăçласа ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 54 пин ытла гектар çĕрпе усă куракан аграрисем хушшинче республикăра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Промышленность предприятийĕсем те аталану çулĕпе пыраççĕ, «Чăвашкабельмет», Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕ ĕç кăтартăвĕсене ÿстернĕ.

Палăртмалла, инвестици район экономикине çирĕплетме курăмлă тÿпе хывать. Пĕтĕмпе районта 40 инвестици проектне пурнăçа кĕртессипе ĕçлеççĕ. Калас пулать, производствăна техника тĕлĕшĕнчен çĕнетсе улăштарма «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ 185 миллион тенкĕ хывнă. Çавăн пекех 2019 çулта пуринчен ытла Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче, «Мураты», Карл Маркс ячĕллĕ кооперативсенче, Алексей Фадеев фермер хуçалăхĕнче ĕç хăватне ÿстерме тăрăшнă.

Çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парасси те пĕлтерĕшлĕ. Пĕлтĕр пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкне 12655 тăваткал метр (2018 çулхи шайăн 120 проценчĕ) хута янă. Çамрăк çемьесене, нумай ачаллă çемьесене, тăлăх ачасене кил-çуртпа тивĕçтересси район администрацийĕн тимлĕхĕнчех. Кăçал нумай ачаллă виçĕ çемьене çуртпа тивĕçтермелле. Калăпăшлă ĕçе пурнăçлама 8,2 миллион тенкĕ уйăрĕç. Çавăн пекех 7 тăлăха кил-çуртпа тивĕçтермелле. Пĕтĕмпе 7,1 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă.

Çул – пурнăç артерийĕ, аталану палли, теççĕ. Анчах та ял халăхне пăшăрхантараканни те çук мар. Пĕрлехи информаци кунĕсенче çынсем çул ыйтăвне час-часах çĕклеççĕ. Леонид Николаев çирĕплетнĕ тăрăх, ял тăрăхĕсенчи район пĕлтерĕшлĕ çулсене тытма, юсама район бюджетĕнчен 23,5 млн тенкĕ уйăрнă. Иртнĕ çул Кивçурт Енĕшре (1,02 км), Кив Шуртанра (0,675 км) такăр çул тума 12,7 миллион тенкĕ тăкакланă. Хапăссен те савăнма сăлтав пур: автоçул 1,2 километр тăршшĕ хывнă.

Шел пулин те, районта демографи лару-тăрăвĕ çивĕчленнĕ. Пĕлтĕрхи кăтартусем çакна çирĕплетеççĕ: 266 ача çут тĕнчене килнĕ, çав вăхăтрах 519 çын пурнăçран уйрăлса кайнă. Патшалăх демографи лару-тăрăвне лайăхлатассине пысăк тимлĕх уйăрать. Ку çултан пуçласа, акă, пĕрремĕш ача çуралсанах амăшĕн капиталне илме пулать.

Сывлăх – чи хаклă пуянлăх. Кÿстÿмĕрте, Аçăмçырминче фельдшерпа акушер пункчĕсене хута янă, çавăн пекех поликлиникăн иккĕмĕш корпусĕнче, апат блокĕнче, пахчаçимĕç хранилищинче, прачечнăйĕнче, складсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Район тĕп больницинче çичĕ врач валли ĕç вырăнĕсем пур.

Район администрацийĕн пуçлăхне шкулсемпе ача сачĕсене çамрăк специалистсем сахал килни шухăшлаттарать. Акă, воспитательсен вăтам ÿсĕмĕ 45 çул пулсан, учительсен – 47 çул.

,ç рынокĕнче лару-тăру çапларах – кадрсем уйрăмах ял хуçалăх предприятийĕсенче çителĕксĕр. Вĕренÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатсах тăраççĕ. Çавăн пекех шкул автопаркĕ çĕнелсех пырать. 2019 çулта Кĕçĕн Кипек тата Çĕрпел шкулĕсем валли икĕ çĕнĕ автобус уйăрнă. Калас пулать, вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне хатĕрлеме тата юсав ĕçĕсем ирттерме федераци тата республика бюджечĕсенчен 940 пин тенкĕ тата 11,4 миллион тенкĕ уйăрнă, Вăрнар район бюджетĕнчен – 25 миллион тенкĕ.

Культура вучахĕсене сÿнме памаççĕ. Районти клубсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, пĕтĕмпе 7,8 млн тенкĕ тăкакланă. Мăн Явăшри, Çавалкасри, Кульцаври культура учрежденийĕсене те çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Вырăнти бюджет укçи-тенкипе усă курса Çăлкас Кăкшăмри, Аçăмçырминчи, Вăрманкасри, Кушар Юнтапари клубсене юсанă. Пĕлтĕр Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕнче те улшăнусем пулнă, 4,5 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Асăннă суммăна республикăпа район бюджечĕсенчен уйăрнă.

Муниципалитетăн пĕлтĕрхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов та хутшăнчĕ. Ырă улшăнусем çинче чарăнса тăнă май çитменлĕхсене те палăртрĕ. Вăрнарсене пуçарулăх ытларах кăтартма, проектсене пурнăçа кĕртнĕ чух хастар пулма сунчĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика