Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ иртнĕ уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетнĕ. Районта ача çуралнине, мăшăрланнине, уйрăлнине, вилнине е ыттине çирĕплетсе гражданла тăрăм акчĕсене 65 регистрациленĕ.
Вĕсенчен 16 докуменчĕ чи телейлĕ сăлтавпа – çĕр çине çĕнĕ çын килнипе – çыхăннă. Февральте 9 арçын ачапа 7 хĕрача çуралнă-мĕн. Пĕр хĕрпĕрчие ашшĕ-амăшĕ авалхи илемлĕ ят панă – Агафия.
Шел те, пурнăçран уйрăлнисен шучĕ пысăк, çуралнисенчен икĕ хутран та ытларах – 37. Иртнĕ уйăхра район çыннисен йышĕнчен 20 арçынпа 17 хĕрарăм чакнă.
Çĕнĕ çемьесем чăмăртанни çинчен ЗАГС ĕçченĕсем тăватă акт шута илнĕ, çав вăхăтрах уйрăлса кайнă пирки – пилĕк документ. Виçĕ мăшăр уйрăлăва суд урлă çирĕплетнĕ пулсан, иккĕшĕ – хăйсем килĕшсе татăлса.
Çавăн пекех февральте ашшĕлĕхне палăртнипе икĕ, ят улăштарнипе пĕр документ çырнă. ЗАГС специалисчĕсем тепĕр хутчен 46 свидетельство, 87 справка, уполномоченнăй органсен ыйтăвĕпе 66 хурав хатĕрлесе панă, тÿрлетÿсем кĕртесси çинчен 19 ыйтăва пăхса тухнă.
Ирина ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |