Ÿсĕр водительсене явап тыттарнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.03.2020, 11:33 Просмотров: 264

Руль умне эрех-сăра ĕçсе ларакан – хăйĕншĕн кăна мар, çул çине тухнă кашни çыншăн пысăк хăрушлăх. Вăл инкеке çывхартакан сăлтав пулса тăрать.

Çавăнпа та вĕсене вăхăтра тупса палăртас, инкек-синкеклĕ лару-тăрăва асăрхаттарас тĕллевпе ГИБДД ĕçченĕсем тăтăшах «Ÿсĕр водитель» профилактика мероприятине ирттереççĕ.

Ун майĕпе мартăн 6 тата 8-мĕшĕсенче полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД сотрудникĕсем те хамăрăн тата Элĕк районĕнчи çулсем çине тĕрĕслевпе тухрĕç. Рейд Шупашкартан килсе çитнĕ ятарлă батальон сотрудникĕсемпе пĕрле иртнĕ. Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче автоинспекторсен тимлĕхне ÿсĕр виçĕ водитель лекнĕ. Палăртнă тăрăх, иккĕшĕн руль умне ларма водитель прависем те пулман. Вĕсем тĕлĕшпе материалсем пухнă, административлă арест хурса явап тыттарма тивнĕ.

Аса илтеретпĕр, çын машинăпа правасăр çÿрет-тĕк, ăна штраф кĕтет: сăлтавне кура унăн виçи тĕрлĕрен. Анчах водителĕн прависене туртса илнĕ е машинăпа çÿреме чарнă пулсан та руль умне ларнă-тăк, ку çынна административлă арест та хума пултараççĕ.

Çав тери пăшăрхантаракан самант пирки те каламалла. Автоинспекторсене «çакланнă» ÿсĕр водительсенчен пĕри – шкул автобусĕн водителĕ. Ку тĕслĕх Элĕк районĕнче пулнă.

Тепĕр хут асăрхаттаратпăр: çулсем çине машинăпа ÿсĕрле тухни пулмалла мар. Çакнашкал тĕрĕслевсемпе рейдсене пĕрмаях ирттерме палăртатпăр.

Дмитрий ЯКОВЛЕВ,

районти ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика